АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртнĕ çулта тунă ĕçсене тишкерчĕç, кăçал тумаллисене палăртрĕç

04 февраля 2015 г.

 

Район администрацийĕн пайсемпе службăсен ертÿçисен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсен анлă канашлăвĕ иртрĕ. Ăна яланхи пекех райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов ертсе пычĕ. Канашлу ĕçне Чăваш Республикин  Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ Е.Павлов хутшăнчĕ. Кун йĕркинче ултă ыйту пулчĕ.

Районăн "Халăха 2014-2020 çулсенче ĕçлĕ пулма пулăшасси" муниципаллă программине 2014 çулта мĕнле пурнăçлани çинчен хула тата район çыннисене ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Б.Семенов каласа пачĕ. Иртнĕ çул центра ĕç тупса памашкăн ыйтса 1510 çын пынă. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçсĕр юлнă 101 çынна шута илнĕ. Вĕсенчен 61 проценчĕ ĕçрен хăй ирĕкĕпе тухнă, предприятине пĕтернипе тата персонала пĕчĕклетнипе ĕç  çухатнисем - 13 процент. Ытти çулсенчи пекех ĕçсĕррисен йышĕнче хĕрарăмсем нумай - 65 процент, 30 çула çитмен çамрăксем - 16 процент, пенси çулне çитме икĕ çул юлнисем - 13 процент, сывлăх енчен пур ĕçе те тума пултарайманнисем - 16 процент.

Иртнĕ çул районта 1266 çынна ĕçе вырнаçтарнă. Кăçал 1176 çынна ĕçлĕ пулмашкăн пулăшма палăртнă. Вĕсенчен 150-ĕшне -  вăхăтлăха, ĕç тупайманнипе йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ 14 çынна, çул çитмен 642 граждана.

Районăн "2014-2020 çулсенче пурăнмалли çуртсем тăвассине тата пурăнмалли çурт-семпе коммуналлă хуçалăх сферине аталантарасси" муниципаллă программине пĕлтĕр мĕнле пурнăçлани  пирки район администрацийĕн обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.Базунова доклад турĕ. Çичĕ çамрăк çемьене çурт лартма е хваттер туянма социаллă тÿлев илме свидетельствăсем панă. Кăçал тата 15 çемьене пурнăç условийĕсене лайăхлатма вырăнти бюджетран 1212 пин, республика бюджетĕнчен 4019,3 пин тенкĕ уйăраççĕ. Федерацин "2014-2017 çулсенче тата 2020 çулчченхи тапхăрта яллă территорисене çирĕппĕн аталантарасси" тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн 10 çемье патшалăх пулăшăвĕпе уйрăм çурт лартнă. Кăçал 14 çемье валли 7272 пин тенкĕ уйăрма пăхнă. Тăлăх ачасем валли Шăхасан салинче 12 хваттерлĕ çурта хута янă, Асхва ял тăрăхĕнче 2 çурт, Вăтапуçĕнче тата Сухайкассинче пĕрер çурт туяннă. 2015 çулта тата икĕ тăлăха кил ăшшиллĕ тума планланă.

Нумай ачаллă çемьесем валли 7209,9 пин тенкĕ уйăрнă. Ачча тата Пайкилт ял тăрăхĕсенче пысăк çемьесене уйрăм çуртпа тивĕçтернĕ. Черетре тата 19 çемье. Ку çул Çеçпĕл, Ухман, Карăклă тата Шăхасан ял тăрăхĕсенче 4 çемье çĕнĕ пÿрт уявĕ ирттерĕ. 2009 çултанпа 237 салтак арăмĕпе вăрçă ветеранĕн  пурнăç условийĕсене лайăхлатнă. Кăçал вĕсен йышне 13 ветеран хушăнĕ. 2014 çулта 25 çемьене авариллĕ çуртсенчен куçарнă. Кăçал 35 çемьене куçармалла, кивĕ, çĕрĕшнĕ 11 çурта пăсĕç.

Çул-йĕр хуçалăхĕ валли иртнĕ çул 53916,694 пин тенкĕ уйăрнă, çулталăк пуçланнă тĕле 53403,682 пин тенкипе усă курнă. Кăçалхи çул валли 41796,9 пин тенкĕ уйăрма палăртнă.

Районăн  "2014-2020 çулсем валли хыпарлав пĕрлĕхĕ" муниципаллă программине 2014 çула мĕнле пурнăçа кĕртсе пынипе район администрацийĕн информатизаци секторĕн заведующийĕ Р.Губаев паллаштарчĕ. Вăл учрежденисен ертÿçисене, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене граждансене патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче регистрацилес енĕпе малалла ĕçлеме сĕнчĕ.

Район администрацийĕн граждан тăрăмĕн акчĕсене çыракан пайĕн иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлне  унăн пуçлăхĕ И.Сергеева пĕтĕмлетрĕ.

Ятарлă программăсен секторĕн заведующийĕ В.Петров районăн "2014-2020 çулсенче район территорийĕсен тата унта пурăнакансен хăрушсăрлăхне ÿстересси" муниципаллă программи иртнĕ çул мĕнле пурнăçланса пынипе паллаштарчĕ. Районта пăрлă çумăр тата йĕпе юр çунине пула чылай электролини сиенленнĕ. 16 ялта электроçутă пĕтнĕ. Электросеть ĕçченĕсен хастарлăхне пула инкеке вăхăтра сирсе янă. Пĕлтĕр районта 56 хутчен вут-çулăм алхаснă.  5765500 тенкĕлĕх пурлăх кĕлленнĕ. 9 çын пурнăçĕ татăлнă, тăваттăн аманнă. Автоинкексем 75 хутчен пулнă.

 Республикăра хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес енĕпе ĕçсем мĕнле пыни çинчен Чăваш Республикин Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ Е.Павлов каласа пачĕ. Кăмака хутнă чухне тимсĕр пулни, электрохатĕрсемпе усă курмалли правилăсене пăхăнманни, ÿсĕрле вырăн çинче пирус туртни - пушарсен тĕп сăлтавĕ.

Районти гражданла оборона системине çĕнетес ĕçе хастар хутшăннисене тата сисĕмлĕ çитĕнÿсем тунисене гражданла оборона ертÿçин тав çырăвĕсене пачĕç.

Виталий АЧЧА.

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика