23 января 2015 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислов СОФРОНОВ:
- М.В.Игнатьев хăйĕн Çырăвĕнче усă курман çĕрсене шута илсе вĕсене ĕçлеме хатĕр инвесторсене памалли тĕллеве район пуçлăхĕсен умне тепĕр хут лартрĕ. Канаш районĕнче эпир ку тĕлĕшпе малтисен ретĕнче. Пирĕн администраци специалисчĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тăрăшнипе усăсăр выртнă 8 пин çĕр пайне - 14 пин гектар лаптăка ял поселенисен çĕрĕ шутне кĕртнĕ. Унсăр пуçне уйри çĕр участокĕсене кăна мар, ял хушшинчи хуçасăр çĕрсене те шута илсе инвентаризациленĕ. Ку ĕçе Канаш районĕнче пĕрремĕш тума пуçларĕç, хуçасăр çĕр участокĕсене ял тăрăхĕсен шутне судпа çирĕплетме тиврĕ. Унашкал 20-30 участока саккунпа ял тăрăхĕн харпăрлăхĕ туса нумай ачаллă çемьесене çурт лартма вырăн уйăрса пама май килчĕ. Çакăн пек пысăк ĕç тунине ял халăхĕ те ырлать, хуçасăр кил-çурт çумĕнче мăян ÿсет, унăн вăрри тăкăнать те юнашарти пахчана та çум курăк ерет. Çак ыйту çынсене пушар хăрушсăрлăхĕ енчен те хумхантарать. Инвесторсем пысăк лаптăксене хаваспах йышăнма хатĕр. Эпир, район администрацийĕн ĕçченĕсем, вĕсене çĕр лаптăкĕсене саккунпа килĕшÿллĕн йĕркелеме, документсене тĕрĕс те хăвăрт пуçтарма пулăшатпăр.
Республика Пуçлăхĕ хăйĕн Çырăвĕнче халăха пахалăхлă медицина пулăшăвĕ парасси çинчен уйрăммăн каланă. Ку тĕлĕшпе Чăваш Республикинчи ял халăхне медицинăпа санитарин пирвайхи пулăшăвне парасси çинчен калакан Указ та тухнă. Унпа килĕшÿллĕн республикăра 2013-2015 çулсенче модульлĕ фельдшерпа акушерин 100 пунктне уçмалла. Вăл шутран 10 проценчĕ - 10 ФАП - Канаш районĕнче. Паянхи куна улттăшне тунă, тăваттăшне хута янă, кĕçех тепĕр иккĕшĕ ял халăхне хăтлă пÿлĕмсенче йышăнма пуçлĕ. Палăртнă ĕçе авăн уйăхĕччен вĕçлĕпĕр.
Михаил Васильевич бюджета çырнă чухне укçан 99 процентне патшалăх программисене пурнăçа кĕртме уйăрса параççĕ терĕ. Район бюджетне те çапла майпа пайласа паратпăр. Районта 13 программа ĕçлет: вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕ, культура, наци хăрушсăрлăхĕ, наркотиксене, терроризма хирĕç кĕрешесси тата ытти те.
Сĕт çулла йÿнелсе кайнăччĕ. М.Игнатьев сĕтĕн хакĕ 13 тенкĕрен пĕчĕкрех пулмалла мар тесе тĕллев лартрĕ. Иртнĕ çулла ăна районта 10-11 тенкĕпе пуçтаратчĕç. Эпир сĕт пуçтаракансене пухса çак ыйтăва сÿтсе яврăмăр. Вĕсем хак пĕчĕккине халăх сĕте шыв хушнипе сăлтавларĕç. Ветеринари службипе пĕрле ĕçлерĕмĕр. Специалистсем пробăсем илсе лаборатори тĕрĕслевĕсем турĕç, çакнашкал тĕслĕхсем пуррине çирĕплетрĕç. Эпир ял халăхĕпе калаçса асăннă йывăрлăха çĕнтерме пултартăмăр. Юлашки вăхăтра каллех тĕрлĕ ялта сĕте тĕрлĕ хакпа пуçтарнине асăрхарăмăр. Пĕр шухăшлă пултăмăр. Сĕт пуçтаракансем ĕнентернĕ, халăх çирĕплетнĕ тăрăх, сĕте халĕ 19 тенкĕрен кая хакпа пуçтармаççĕ.
Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитет. Пирĕн çĕршывшăн çак пулăм çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Михаил Васильевич хăйĕн Çырăвĕнче çамрăксене патриотла воспитани парасси çинчен каланипе питĕ килĕшетĕп. Пирĕн çамрăк ăрăва вĕсен аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ кăтартнă паттăрла тĕслĕхсем çинче çĕршыва юратма вĕрентмелле.
Наталья Базунова, район администрацийĕн обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕн çумĕ:
- Пирĕн пайăн тĕп ĕçĕсенчен пĕри - районти ялсенчи урамсене тивĕçлĕ шайра тытса тăрасси. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ хăйĕн Çырăвĕнче çакна питех те тĕрĕс кăтартнă: "Республикăри халăх пурăнакан кашни вырăнах хытă сийлĕ çулпа çыхăнтармалли программăна пурнăçланинчен кĕтнĕ социаллă пурнăçпа экономика эффекчĕ бюджет тăкакĕсемпе шайлашуллă пулса тухаймарĕ. Паян ял тăрăхĕсен çулсене тытса тăма та, çулсем тума та укçа çук".
Михаил Игнатьев йĕркеленнĕ лару-тăрăва тата районсенче пурăнакансен шухăш-кăмăлне шута илсе Чăваш Республикинчи халăх пурăнакан вырăнсенчи урамсемпе çул-йĕр тытăмĕн регионти пахалăх стандарчĕсене туса хатĕрлеме хушнине палăртрĕ. Çав стандартсемпе килĕшÿллĕн 2015 çултан пуçласа ял çĕрĕнчи халăх пурăнакан вырăнсенче куçăмлă сийлĕ автомобиль çулĕсем тума тытăнаççĕ.
2015 çулта районти çул-йĕр хуçалăхĕ валли 41796,9 пин тенкĕ уйăрнă. "Çĕрпÿ-Ульяновск" - Энтрияль - Çĕнĕ Пинер çула юсама 5675,226 пин тенкĕ уйăрма палăртнă. Районта çулсен сийĕсене вак чулпа хытарасси вăй илсе пырать. Ăна валли уйăрнă сумма çумне ял çыннисем хăйсем те укçа пухса парасси ырă йăлана кĕчĕ пулас. Паллах, вĕсен пулăшăвĕ юсав ĕçĕсем тума та, урамсене тирпей-илем кÿме те каять. Кăçал Республика кунне районта ирттерме хатĕрленсе "Урожай" стадионпа Асхва ялĕнчи Çĕнĕ урам хушшине вак чул сарма планланă. Ял тăрăхĕсем çулсем тăвас, вĕсене юсас ĕçсене хăйсем палăртнă.
"Ял халăхĕ лайăх условисенче пурăнма тивĕç тата ку правăна ĕçлесе илнĕ. Пирĕн çав майсене туса хумалла!" - тенĕ Михаил Игнатьев. Çак сăмахсемпе Чăваш Енĕн кашни çынни килĕшет.
Районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Ольга МИКУШИНА:
- Чăваш Ен Пуçлăхĕн Çырăвĕнче ачасенче пĕчĕклех çемье хаклăхĕсене хисеплеме вĕрентмелли шухăш пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Паян тĕп вырăнта - çемье, унăн йăли-йĕрки, унти ăс-хакăл пуянлăхĕ. Хальхи вăхăтра чи çивĕч проблемăсенчен пĕри - çĕршывăн демографи аталанăвĕ, апла пулсан - çемьери хутшăнусен проблеми!
Пирĕн хĕрарăмсемшĕн чи пĕлтерĕшли - çемье. Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесен шучĕ 25 процент ÿснĕ, çакнашкал çемьесен йышĕ пирĕн районта та палăрмаллах хушăнчĕ. Çакă, паллах, ырă шанăç кÿрет. Хĕрарăмсем патшалăх тата республика правительствин пулăшăвне туяççĕ.
Чăваш Республикин Правительстви ачасене шкулчченхи вĕренÿпе, ача пособийĕпе тивĕçтерессине пысăк тимлĕх уйăрать. Хĕрарăмсем ĕçшĕн тивĕçлĕ шалу илме пултараççĕ. Ку пахалăхсем пирĕн регионта пĕтĕмпех пур. Çак тĕрĕс çул-йĕре пирĕн республика ертÿçисем малашне те тытса пырасса шанса тăратпăр.