23 января 2015 г.
Районта граждансен пухăвĕсем пыраççĕ. Ытлари кун çакăн пек пуху Энтрияль тăрăхне кĕрекен Çĕнĕ Пинер ялĕнчи культура çуртĕнче иртрĕ.
Вырăнти артистсем илемлĕ юрă-кĕвĕпе пухăва пынисен кăмăлне çĕклерĕç. Тен, çавăнпа та пулĕ калаçу юхăмĕ пĕр тикĕссĕн шурĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх пухăва ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Михайлов уçрĕ. Анатолий Валерьевич пĕлтĕр тунă ĕçсене тата бюджета мĕнле пурнăçланине пĕтĕмлетрĕ, малашне тумалли ĕçсене асăнса хăварчĕ. Энтрияль тăрăхĕнче пурăнакансен йышĕ - 1131 çын, çав шутран 116-шĕ - Çĕнĕ Пинерте. Ял тăрăхĕн бюджечĕ иртнĕ çулта 2 миллион та 800 пин тенкĕпе танлашнă. Налук малтанхи çулхинчен икĕ хут нумайрах пуçтарнă.
Пĕлтĕр 1050 метр çул юсанă, вăл 560 пин тенке ларнă. 900 метр вак чул сарнă. Çакна тума 300 пин тенкĕ тăкакланă. Карл Маркс урамне тирпей-илем кÿнĕ. Ку ĕçе ял çыннисем те тÿпе хывнă - вĕсем ырă ĕçе вĕçне çитерме 170 пин тенкĕ пухнă. Тăрăшни ăнăçу кÿнĕ: урам районта тирпей-илем кÿрес енĕпе ирттернĕ конкурсра 3-мĕш вырăн йышăннă. Кĕçĕн Çавал шывĕн çулне тÿрлетесси çивĕч ыйтусенчен пĕри пулнă. Çак ĕçе малалла тăсни ял çыннисене савăнтарчĕ. Çывăх вăхăтрах çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕн алăкĕсем уçăлĕç те медицина пулăшăвĕ илме килекенсене йышăнма тытăнĕç. Кивелнĕ медпункт чăнкă сăртра вырнаçнă, çавăнпа та унта çитме питĕ кансĕр, уйрăмах - аслă ÿсĕмрисене. Çÿллĕ вырăнта ларакан лавккана та, ытарлăрах каласан, халăх патне çывăхарах "куçарас" ыйтăва та татса парас шанăç пур. Айлăмра, Çĕнĕ урамра, ун валли вырăнне хатĕрлесе хунă та ĕнтĕ.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ çÿп-çапа турттарса тухас тата пушар расчетне тытса тăрас ыйтусене тапратсан тавлашу пуçланчĕ. Кашниех хăйĕн сĕнĕвне, шухăшне пĕлтерме тăрăшрĕ. Пухăва пынисем хăйсене пăшăрхантаракан ытти ыйтусене те хускатрĕç. Кашни ыйтупах хуравне тупмалли майсем, конкретлă задачăсем палăртрĕç, пĕр шухăш патне пырса тухрĕç.
Энтрияль вăтам пĕлÿ паракан шкул директорĕ А.Гурьев хăйĕн отчетĕнче ытларах пĕлÿ пахалăхĕ, ачасем вĕренÿре мĕнле ĕлкĕрсе пыни çине тайăнчĕ.Çĕнĕ Пинерти шкул ачисен 37 проценчĕ кăна "5" тата "4" паллăсемпе вĕренни çинчен ÿпкелешсе калаçрĕ. Спортпа туслă пулма, çемйипех йĕлтĕр сырса уя тухма, юсаса çĕнетнĕ шкулти спорт залне çÿреме, телевизор, компьютер умĕнче сахалрах ларма, ашшĕ-амăшне вăхăтне ытларах ачисем валли уйăрма, вĕсен сывлăхне упрама, шкулта мĕнле вĕреннипе интересленсе тăма сĕнчĕ.
Клуб тата фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕсем, полицин участокри аслă инспекторĕ отчетсем туса пачĕç, ыйтусене хуравларĕç.
Информаци ушкăнĕн членĕсем - район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ С.Иванова, налук службин Канашри инспекцийĕн пуçлăхĕ Л.Доронина, хулапа район халăхне социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕ Н.Маркелова, пушар хăрушсăрлăх уйрăмĕн пуçлăхĕ А.Шакин, Пенси фончĕн хулапа тата районпа ĕçлекен управленийĕн пуçлăхĕ О.Петрова, район больницин тĕп врачĕ Р.Федорова, хулапа район халăхне ĕçе вырнаçтаракан центрăн пай пуçлăхĕ И.Успенская, район администрацийĕн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ В.Павлов, агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ С.Васильев, физкультурăпа спорт секторĕн заведующийĕ В.Ильин ансат чĕлхепе каласа панисем Çĕнĕ Пинер çыннисемшĕн усăллă та интереслĕ пулчĕç. Кашни ыйту çине тивĕçлĕ хурав пулчĕ. Ыйтăвĕсем вара ытларах субсидипе, сывлăх сыхлавĕпе, çĕрпе усă курассипе, вĕренÿпе, ĕç тупассипе çыхăннисем пулчĕç.
Тĕл пулăва район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов пĕтĕмлетрĕ.
А.ВИТАЛЬЕВ.