АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Михаил ИГНАТЬЕВ: «Пĕрле эпир нумай çитĕнÿ тăваятпăр!»

23 января 2015 г.

Михаил ИГНАТЬЕВ: «Пĕрле эпир нумай çитĕнÿ тăваятпăр!»

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çыру

Кăрлачăн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика парламенчĕн 27-мĕш сессийĕнче Патшалăх Канашне тата чăваш халăхĕ патне Çырупа тухнă.

Çырăва хатĕрленĕ чухне республикăра пурăнакансен, обществăлла организацисен членĕсен шухăшне шута илнĕ. Документра патшалăх политикин тĕп енĕсене, Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн программисене пурнăçланин пĕтĕмлетĕвĕсене, çавăн пекех ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен умне лартнă малашлăх задачăсене те палăртнă.

Республика ертÿçи Çырупа хальхинче Правительство çурчĕн Ларусен пысăк залĕнче мар, Оперăпа балет театрĕнче паллаштарнă. Çавна май ăна итлеме хутшăннисен йышĕ те пысăк пулнă. Сессие Патшалăх Канашĕн депутачĕсемсĕр пуçне РФ Федераци Канашĕн членĕ, Çĕршывсен хушшинчи ĕçсен комитечĕн председателĕ, Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç органĕн сенатри представителĕ К.Косачев, Патшалăх Думин депутачĕ В.Шурчанов, республикăн ĕç тăвакан влаç органĕсен, федераци территори органĕсен, муниципалитетсен ертÿçисем, тĕн, общество организацийĕсен представителĕсем, предприятисемпе организацисен, массăллă информаци хатĕрĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика