АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ

21 января 2015 г.

Çĕнĕ çулти кану кунĕсем вĕçленнĕ хыççăн районти шалти ĕçсен пайĕ 2014 çулта тунă ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ. Канашлăва республикăн Шалти ĕçсен министерствин полици начальникĕн çумĕ В.Жуковец полици полковникĕ, ШĔМ инспекцийĕн тĕп инспекторĕ Е.Козлов шалти служба подполковникĕ, Канаш хулипе район прокурорĕн çумĕ О.Иванов юстици советникĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Егоров, следстви уйрăмĕн представителĕ хутшăннă.

В.Жуковец полковник республикăри оперативлă лару-тăрупа паллаштарнă. Личнăй состава малашне те ăнăçлă ĕçлеме ырă суннă.

Районти шалти ĕçсен пайĕн ĕçĕ çинче пай пуçлăхĕ А.Левый чарăнса тăнă. Анатолий Васильевич палăртнă тăрăх, 2014 çулта шута илнĕ преступленисен шучĕ палăрмаллах чакнă (339-тан 293 таран). Уйрăмах йывăр преступленисем 7,7 чухлĕ сахалланнă, йывăр преступленисем - 21,7 процент чухлĕ. Шута илнĕ преступленисен мĕнпур йышĕнчен çынна хур тунипе (44 проц.) тата çын пурлăхне çаратнипе (28,7 проц.) çыхăннисем ытларах. 63 преступление çийĕнчех уçса палăртнă.

Саккуна тăтăш пăсакансем - ниçта та ĕçлемен, малтан судпа айăпланнă, ĕçкĕпе иртĕхекен çынсем. Каçхи нарядсем тăратни обществăлла вырăнсенче (55-рен 37 таран), урамра (48-тан 24 таран) пулакан преступленисен шутне чакарма май панă.

Наркотикпа иртĕхекенсене, хĕç-пăшалпа айкашакансене тупса палăртассине те пысăк тимлĕх уйăрнă, çавна май наркотиксемпе çыхăннă 7 преступление уçса палăртнă, 10 çынна административлă йĕркепе явап тыттарнă.

Çул-йĕр çинчи йĕркелĕхе те пысăк тимлĕх уйăраççĕ полици ĕçченĕсем. Иртнĕ çулта аварисен шучĕ 2013 çултипе танлаштарсан 21,9 проц. сахалрах пулнă (96-ран 75 таран чакнă). 97 çын аманнă, 14 çын вилнĕ.

Докладчик палăртнă тăрăх, районти оперативлă лару-тăру пурпĕрех йывăр. Çын сывлăхне юри сиен кÿнĕ тĕслĕхсем нумайланса пыраççĕ. Ÿсĕр-ле тунă преступленисен шучĕ нумай мар пулин те, ÿснĕ. Çын пурлăхне вут тĕртни те тĕл пулать. Пĕлтĕр  кунашкал 3 преступлени  шута илнĕ.

Проблемăллă ыйтусене тишкернĕ çĕре районти полици пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх туса пыракан Э.Яковлев, следстви пайĕн ертÿçи Р.Борисова, участковăйсен пай пуçлăхĕ И.Михайлов, уголовлă шырав пайĕн пуçлăхĕ И.Авдеев, личнăй составпа ĕçлекен пай пуçлăхĕн пулăшуçи А.Малов, ГИБДД начальникĕ Д.Гусев хутшăннă.

Анатолий ЛЕВЫЙ,

шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ,

полици

подполковникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика