21 января 2015 г.

Мĕнле кăна интерес çук пулĕ Канашри педколледж преподавателĕн Леонид Васильевич Петровăн. Аллине вутă пуленки тытать те, темиçе самантран унăн аллинче пĕр-пĕр юмах паттăрĕ çуралать. Канашри хула паркĕнче те Леонид Васильевич ăсталанă юмахри персонажсем темĕн чухлех. Арçын пулсан та, вăл чăваш тĕррипе интересленет, республикипе паллă чăваш тĕрри ăстин Евгения Жачеван кĕнекисене Леонид Петров хăйĕн ÿкерчĕкĕсемпе илемлетнĕ. Темиçе çул каялла "городецкая роспись" текен халăх ăсталăхĕпе, хăваран тĕрлĕ япала çыхас енĕпе хытă интересленнĕ. Леонид Васильевичăн тепĕр чун хавалĕ - пăтăрмахлă шыв туризмĕ. Якутири, Алтайри, Кавказ леш енчи, Хĕвел анăç Украинăри шывсемпе ишме тивнĕ унăн.
- Леонид Васильевич, туризмпа хăçан кăсăкланма пуçланă эсир;
- Эпĕ вĕреннĕ вăхăтра педагогика институтĕнче "Шанчăк" текен туристсен клубĕ пурччĕ. Ăна пуçарса яраканĕ республикăри çамрăк туристсен станцийĕн директорĕ Евгений Георгиевич Шумилов пулнă. Вăл республикăри кашни шкултах туризм ĕçне аталантарса ярас тесе çине тăрса ĕçлетчĕ. Институтри пĕрремĕш туристсем эпир - художествăпа графика факультетĕнчи пилĕк арçын ача тата пуçламăш класс факультетĕнчи çичĕ хĕрача - пулнă.
Пĕрремĕш çул çÿреве эпир 1981 çулта хĕллехи каникул вăхăтĕнче Мускав облаçĕнчи Аслă Отечественнăй вăрçăпа çыхăннă вырăнсене çитсе курас тĕллевпе тухрăмăр. Кам пĕлмест пулĕ Совет Союзĕн Геройĕпе Зоя Космодемьянскаяпа çыхăннă Петрищево ялне, Дубосековăна, Можайска, Бородинона. Хĕллехи сивĕ кунсенче çурăм хыçне йывăр рюкзак çакса йĕлтĕрпе 130 çухрăма хыçа хăвартăмăр.
Малтан Дубосеково разъездне çĕрле çитрĕ-мĕр. 30 градус сивĕ. Палаткăна вырнаçтарса лартса унтах çĕр каçрăмăр. Ирхине 7 сехетре сивĕпе вăранса кайрăм. Палаткăран пуçа кăлартăм та кунта панфиловецсене халалласа лартнă 15 метр çÿллĕш 6 салтак палăкĕ курăнах кайрĕ. Каçпа эпир вĕсене асăрхаман пулнă. Унтан Петрищево ялне çитрĕмĕр. Ялĕ пĕчĕк, пĕр урам кăна. Унта Александрпа Зоя Космодемьянскаясен Çар мухтавĕн музейĕ ĕçлет. Зойăна асаплантарса вĕлернĕ вырăнта пысăк палăк лартнă, йĕри-тавра чăрăш йывăçĕ лартса карта тытса çавăрнă.
Бородинона та йĕлтĕр-пе çитрĕмĕр, унта 7 гектар çĕр çинче 47 палăк. Иртнĕ вăрçăра паттăрлăх кăтартнă совет салтакĕсене асăнса лартнă палăксемпе пĕрле 1812 çулхи вăрçă паттăрĕсене чысласа лартнă палăксем те çавăнтах. Николай Раевский генералăн редутне те ăрусем валли сыхласа хăварнă.
- Эсир çак çул çÿревсене мĕнле тĕллевпе çÿренĕ;
- Тăван çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне çитсе курас, çынсемпе паллашас тĕллев пулнă ĕнтĕ пирĕн. Çак çул çÿреве кайса килнĕ хыççăн туристсене, туризм инструкторĕсене хатĕрлекен шкултан вĕренсе тухрăм та шыв туризмĕпе интересленме пуçларăм. Ун чухне ăçта та пулин каяс пулсан тăкаксен 70 процентне профсоюз саплаштарнă, ку питĕ пысăх çăмăллăх пулнă пирĕншĕн. Çавăнпа аякри çул çÿревсем те пире хаклах ларман.
Леонид Петровăн пĕрремĕш хут Çурçĕр Кавказри Кодор ятлă юхан шывпа ишме тÿр килнĕ. Унтан хăй йĕркеленĕ туристсен ушкăнĕпе Украинăри сăртлă-туллă вырăнти иккĕмĕш категориллĕ Кăнтăр Буга çитнĕ, Пушкăртри иккĕмĕш категориллĕ Сакмарăра та ишнĕ, Узбекистан территорийĕнчи Тянь-Шаньра сиксе юхакан шывра та хăюлăх кăтартма тивнĕ. Пĕр сăмахпа каласан, Украинăран пуçласа Якути таранах илсе çÿренĕ вăл экстремаллă лару-тăруран хăраса тăман туристсене. Вĕсем Раççей шайĕнчи ăмăртусене хутшăнса хăйсен ăсталăхĕпе, паттăрлăхĕпе, тавçăрулăхĕпе ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăнă.
- 1983 çулта Брянск облаçĕнче "Партизансен сукмакĕпе" текен ăмăрту пулчĕ, - аса илет Леонид Васильевич. - Ăмăрту условийĕсемпе юхан шыв урлă вĕренсемпе каçмаллаччĕ, карттă тăрăх компаспа тĕрлĕрен вырăна çитмеллеччĕ. Унтан "Спартак" спорт обществи Красноярскра ирттернĕ ăмăртăва хутшăнтăмăр.
Леонид Петров каланă тăрăх, Алтайри Песчаная текен хăвăрт юхакан шывра вĕсем чутах инкеке лекмен. Кимĕпе ишнĕ команда пултарулăхне пула пурте çăлăнса юлнă.
- Леонид Васильевич, сирĕн питĕ экстремаллă маршрутсемпе çÿреме тивет. Мăшăр мĕнле килтен кăларса ярать сире çавăн пек хăрушă çул çÿревсене;
- Вăл та манран юлмасть, эпир яланах пĕрле. Хальхи вăхăтра, укçа-тенкĕ çитменнипе, эпир инçетри çула тухмастпăр, çывăхри юханшывсем çине çул тытатпăр. Кашни çулах, Кĕçĕн Çавал пăртан тасалсан, юлташсемпе, хамăрăн вĕренекенсемпе сулă ăсталаса Çĕнĕ Ачча кĕперĕнчен пуçласа Шăхасана çити 18 çухрăм шывпа ишетпĕр. Хутран-ситрен Кокшага çине те çитетпĕр.
Акă мĕн каласа парать хăйĕн ĕçтешĕ çинчен кунтах ĕçлекен Геннадий Мельников преподаватель:
- Леонид Васильевич пирĕн пата ĕçлеме килнĕ чухне эпĕ директор çумĕччĕ. Вăл пирĕн пата питĕ нумай çĕнĕлĕх илсе килчĕ. Ун чухне студентсем тĕрĕ тĕрлеме семестр тăршшĕпех вĕреннĕ. Леонид Васильевич студентсене ытларах чăваш тĕррине вĕрентетчĕ. "Начальная школа" текен журнал тухса тăратчĕ. Вăл наччасах çак журналта чăваш шкулĕсенче ĕç урокĕсене мĕнле ирттермелли çинчен икĕ-виçĕ статья пичетлесе кăларчĕ. Ăна студентсем, ĕçтешĕсем ырă кăмăлĕшĕн, шанчăклă-хĕшĕн, юлташĕсемшĕн çирĕп тĕрек пулнишĕн хисеплеççĕ. Вăл чăннипех мухтав сăмахĕсене тивĕçлĕ çын.
Василий ЛАПИН.