21 января 2015 г.

Хастар та пултаруллă, ĕçчен çынсем Ачча тăрăхĕнче сахал мар. Вĕсенчен пĕри Яков Трофимов çинчен каласа парас кăмăлăм пур паян. Ăна палламан çын ку тăрăхра çук, районта та нумайăшĕ пĕлет.
Ачча ялĕнче пурăнакан Яков Трофимов вунă ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Ашшĕ, Трофим Яковлевич, 1898 çулта çуралнăскер, Пĕрремĕш тĕнче, Граждан тата тăван çĕршывăн Аслă вăрçисен ветеранĕ. Граждан вăрçинче Чапаев дивизийĕнче шурă гвардеецсемпе çапăçнă. Хăйĕн ĕмĕрне çĕр ĕçĕ ĕçлесе ирттернĕ. Амăшĕ, Евдокия Васильевна Трофимова, вунă ача çуратса ÿстернĕ. Хăйĕн пĕтĕм пурнăçне ял хуçалăхне панă. Ачисене ĕçе юратма вĕрентнĕ.
Яков Трофимовăн ачалăхĕ Ачча ялĕнче иртнĕ. Мĕн ачаран "Красная Армия" колхозра тăрăшнă. Шкулта вĕреннĕ чухне çуллахи каникул кунĕсене уй-хирте ирттернĕ: Кĕçĕн Çавал çумĕнчи аслă улăхра утă пуçтарнă, ăна лашапа турттарнă. Тăван уй-хир ăна хăй патне туртнă. Лăпкă çилпе хумханса ларакан сарă тулă пусси пăшăлтатнине, Кĕçĕн Çавал шывĕ шăнкăртатса юхнине, çывăхри хыр вăрманĕ кашласа ларнине сăнама юратнă Якку.
Шухăша кайса çут çанталăк илемĕпе киленнĕ. Аччари вăтам шкула 1964 çулта "лайăх" паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ. Пĕр хушă колхозра тĕрлĕ ĕçре вăй хунă.
1965 çулта Якова çара илнĕ. Вăл сывлăш çар хÿтĕлевĕн секретлă çар чаçне лекнĕ. Çар профессине хăвăрт алла илнĕ, ăсталăхне куллен ÿстерсе пынă.
Салтак служби хыççăн малалла ăнтăлакан çамрăк Чăваш ял хуçалăх институтĕнче агронома вĕренет. 1975 çулта алла диплом илсен "Советская Армия" совхозра (Ачча, Кушăк, Катек, Çĕнĕ Ачча, Йăлмачча) пĕр вăхăт ĕçпе техника хăрушсăрлăхĕн инженерĕнче вăй хурать. Хуçалăхра аслă агроном кирлĕ пулсан çак ĕçе туса пыма Яков Трофимова шанаççĕ. Çамрăк агроном хăйне шанса панă ĕçе чĕре хушнă пек юратса кÿлĕнет. "Советская Армия" совхоз республикăри "Овощепром" треста пăхăнса тăнă. Пахча çимĕç 350 гектар çинче ÿстернĕ, çав шутран 150 гектарне шăварса тăнă. Машинăпа техника паркне çĕнетнĕ, минераллă удобренисем çителĕклĕ кÿрсе килнĕ, вырăнти органикăллă удобренисемпе (тислĕкпе) анлăн усă курнă. Совхоз çуллен тыр-пултан, пахча çимĕçрен пысăк тупăш илнĕ.
Шăпа Якова шкула илсе çитернĕ. Ачча шкулĕнче Яков Трофимович ĕç урокĕсем ирттернĕ, тракторпа, ял хуçалăх машинисемпе ĕçлеме вĕрентнĕ. Ĕçленĕ вăхăтрах куçăмсăр майпа И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ. 1980 çулта биологи учителĕн дипломне алла илнĕ. Шкулта çак предмета вĕрентме тытăннă.
1987 çултан пуçласа Яков Трофимович шкул директорĕн яваплă ĕçне туса пыма тытăнать. Çĕнĕ ертÿçĕ валли кунта пурнăçламалли ĕç пайтах пулнă. Пĕчĕк те тăвăр, лутра маччаллă классем вĕрентекенсемпе вĕренекенсен кăмăлне тивĕçтермен. Директорăн хальхи пурнăçпа, паянхи вĕренÿ условийĕсене тивĕçтерекен çĕнĕ шкул тумалла. Ку ыйтăва районти çут ĕç учрежденийĕпе район пуçлăхĕсен умне лартсан та 5-6 çул иртсе кайнă. Çĕнĕ шкул тăвас ыйтăва çултан çула хăварса пынă. Çавăнпах çĕр çывăрман каçсем нумай пулнă директорăн.
Ĕмĕт 2005 çулта кăна пурнăçланнă. Çĕнĕ шкул хăйĕн алăкĕсене ачасем валли яр! уçнă.
Халĕ шкулта тăрăшса тата лайăх паллăсемпе вĕренме ачасем валли пур услови те туса панă: спорт залĕ, медпункт, столовăй, кашни предмета вĕренме уйрăм классем, лабораторисем пур.
Яков Трофимовичăн пархатарлă ĕçне тивĕçлĕ хакланă: "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ", "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ятсем панă.
Я.Трофимов педагогика ветеранĕн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 50 çул, çав шутран 26 çулне шкул директорĕ пулса ĕçленĕ. Халĕ иккĕмĕш çул ĕнтĕ учитель тивĕçлĕ канура. Апла пулин те пĕр вăхăт та ахаль лармасть вăл. Тĕлĕнмелле хастар та пултаруллă çын. Тепĕр çул çитмĕл тултарать пулин те хăйĕн ватлăхне туймасть, хаваслă та маттур, хăйне çамрăк çын пекех тытать.
Хальхи вăхăтра Яков Трофимович Ачча ялĕн историне çырать, архивсенче материалсем шырать, ватă çынсемпе тĕл пулса кирлĕ документсем пухать. Пуçланă ĕçе çитес çулсенче ĕçе кĕртме ĕмĕтленет.
Якку Трофимовăн мăшăрĕ Антонина Михайловна Ачча шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентнĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура. Вĕсем тăватă ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Константин шкула кĕмĕл медальпе вĕренсе пĕтернĕ, Попов ячĕллĕ институтра вĕренсе программист специальноçне илнĕ. Ногинскри космос обсерваторийĕнче çар службинче тăнă. Подполковник. Финанспа экономика академине вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Мускавра ĕçлет.
Хĕрĕсем Светланăпа Ольга иккĕшĕ те ашшĕпе амăшĕн çулне суйласа илнĕ - учительсем. Руслан Шупашкарта шалти ĕçсен органĕсенче ĕçлет, полици капитанĕ. Антонинăпа Яков Трофимовсем тăхăр мăнукĕпе савăнса пурăнаççĕ.
Яков Трофимовичпа пĕр тăвансем Владимирпа Михаил та халăхра ырă ята тивĕçнĕ. Владимир Трофимович ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Михаил Трофимович Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ.
Ачча çыннисем Трофимовсене чăнахах та сума сăваççĕ.
Михаил ВАСИЛЬЕВ.