АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăтам хак пачĕç

21 января 2015 г.

Районта граждансен пухăвĕсем пуçланчĕç. Иртнĕ юн кун çакăн пек пуху Янкăлч ял тăрăхĕнче иртрĕ. Вăл икĕ çĕртре пулчĕ: Вăтакас Татмăшра тата Янкăлчра.

Пухăва пынисене шкул ачисем юрлас-ташлас пултарулăхне кăтартрĕç. Концерт хыççăн ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Кротов 2014 çулта тунă ĕçсене тата бюджета мĕнле пурнăçланине пĕтĕмлетрĕ, малашне тума палăртнă ĕçсемпе паллаштарчĕ, задачăсем çинче чарăнса тăчĕ. Çавăн пекех пĕтĕмĕшле практика врачĕ Л.Яковлева, Вăтакас Татмăш тата Янкăлч вăтам шкулĕсен директорĕсем  Н.Петровăпа С.Васильева, Вăтакас Татмăшри "Солнышко" тата Янкăлчри  "Перепелочка" ача сачĕсен заведующийĕсем К.Ивановăпа Т.Григорьева, ветеринари участокĕн заведующийĕ Л.Яковлева, полици капитанĕ Б.Федотов отчет туса пачĕç.

Пуху ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ В.Павлов, агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн тĕп эксперт специалисчĕ С.Васильев, хулапа районти налук службин эксперт специалисчĕ Е.Груздева, Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Канашри управленийĕн пуçлăхĕ О.Петрова, районти вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ С.Иванова, халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕ Н. Маркелова, районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Р.Федорова, ĕçе вырнаçтаракан центр директорĕ Б.Семенов хутшăнчĕç. Вĕсем район иртнĕ çулта мĕнле аталаннин пĕтĕмлетĕвĕ, социаллă хÿтлĕх сферинчи çĕнĕлĕхсем, налук политики, пенси системи, вĕренÿ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕç. Залран панă пĕр ыйту та хуравсăр юлмарĕ. Республика шайĕнче татса памаллисене кирлĕ çĕре çитерме шантарчĕç.

Пухусене район администрацийĕн  пуçлăхĕ В.Софронов пĕтĕмлетрĕ. Пухăва пынисен пысăк пайĕ Янкăлч ял тăрăхĕн ĕçне вăтам хак парса сасăларĕ.

А. ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика