21 января 2015 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев кашни çулах республикăн Патшалăх Канашне Çырупа тухать. Унта, йăлана кĕнĕ тăрăх, регионăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетеççĕ, малашлăх задачăсем палăртаççĕ. Михаил Васильевич влаç органĕсемпе обществăн уйрăмах тимлĕ пăхмалли тĕп самантсем, çавăн пекех çывăх вăхăтрах татса памалли тĕллевсем çинче чарăнса тăрĕ. Пирĕн тĕп тĕллев халăхăн пурнăç пахалăхне лайăхлатасси пулса тăрать.
"Вĕренÿ тытăмĕн, ачан çынлăх паллисене аталантармалли ĕç-хĕл никĕсĕ шкулчченхи вĕренÿ пулса тăрать. Ачасене ача сачĕсенче вырăнсемпе тивĕçтерес енĕпе илнĕ тивĕçсене эпир сирĕнпе йĕркеллĕ пурнăçласа пырăпăр...
Çулталăк çурăчченхи ÿсĕмри ачасене эпир ача сачĕсенчи вырăнсемпе 2015 çулта тивĕçтеретпĕр. Республикăри шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсенче 3 çултан аслăрах ачасен черетне вара пĕтĕмпех пĕтернĕ!" - тенĕччĕ республика Пуçлăхĕ 2014 çулта Патшалăх Канашне янă Çырура.
Мĕн тунă-ха ку енĕпе пирĕн районта; 2011 çултан пуçласа садиксенче ачасем валли вырăнсем уçас тĕллевпе нумай ĕç тунă. 2013 çулта, сăмахран, ача сачĕсемпе шкулсенче 4 хушма ушкăн уçнă, 2014 çулта - 2 хушма ушкăн. Кунсăр пуçне иртнĕ çулта Шăхасанти кивĕ шкул çуртне юсаса çĕнетсе "Искорка" садикăн хушма подразделенине хута янă. 2015 çулта Ухманти тата Кăшнаруйĕнчи ача сачĕсенче, Хучел шкулĕнче шкулчченхи вĕренÿ ушкăнĕсем ĕçе пуçăнмалла.
Çырура çавăн пекех ял хуçалăхне аталантарасси экономика политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри пулнине палăртнăччĕ.Чăваш Республики патшалăх пулăшăвне çĕр ĕçченĕсем патне тÿрремĕн çитерес енĕпе Раççейри чи лайăх регионсен йышне кĕнĕ. Пирĕн республика Раççей Федерацийĕнче темиçе çул ĕнтĕ пĕчĕк калăпăшлă хуçалăхсем явăçтаракан кредит ресурсĕсен кăтартăвĕ енĕпе лидер шутланать. Чăваш Ен ĕçе пуçăнакан фермерсене тата çемье выльăх-чĕрлĕх фермисене пулăшу парас енĕпе йышăннă программăсене пурнăçлама хастарлăн хутшăнни пĕчĕк калăпăшлă хуçалăхсене аталантарма хавхалантармалли хушма сăлтав пулса тăчĕ.
2014 çулта Янкăлч ялĕнче пурăнакан Никонов çемйи фермер хуçалăхне аталантарма Ял хуçалăх банкĕ урлă 2,5 млн тенкĕ çăмăллăх кредичĕ илчĕ. Çак сумма çумне май уйăхĕнче илнĕ 5 млн тенкĕ гранта хушса вĕсем 100 пуç ĕне валли çĕнĕ ферма туса хута ячĕç. Сĕте суса тирпейлеме мĕнпур кирлĕ оборудование вырнаçтарнă, ĕçлекенсем валли ĕçлеме тата канма условисем туса панă.
Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен малашне те килти хушма хуçалăхсенчен (фермер) хуçалăхĕсем йĕркелес ĕçре пур енĕпе те пулăшса пымалла.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ хăйĕн Çырăвĕнче халăха пахалăхлă тата çитме майлă медицина пулăшăвĕ парасси çинчен уйрăммăн каланă. Çак тĕлĕшпе ял халăхне медицинăпа санитарин пирвайхи пулăшăвне парасси çинчен Указ та кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн Чăваш Енте 2013-2015 çулсенче фельдшерпа акушерăн модульлĕ 100 пунктне уçмалла. Çак вăхăт тĕлне вĕсенчен 60-шĕ хута кайнă, иртнĕ çул кăна - 40, вĕсенчен улттăшĕ - пирĕн районта. Указа пурнăçлас ĕç малалла пырать. "Земство тухтăрĕ" программăпа Канаш тăрăхне 39 специалист килнĕ. Çакă сывлăх сыхлавĕнчи кадрсен ыйтăвне лайăх енчен татса пама пулăшнă.