16 января 2015 г.
Канаш станцийĕн обходчикĕн тимлĕхне тата Федерацин хăрушсăрлăх службин сотрудникĕсен тăрăшăвне пула теракт сирсе янă. Удмурт Республикине каякан чукун çул составĕн пĕр вагонĕнче бомба тупнă. 17 сехет тĕлне опытлă саперсем ăна сиенсĕрлетнĕ. Вăй ведомстви пулни-иртни çинчен комментари пама килĕшмен, анчах та çак информацине пăрахăçламан. Полицейскисем çак темăпа калаçма килĕшменнине ку ĕç ФСБăн юрис-пруденцийĕ пулнипе сăлтавланă.
Январĕн 12-мĕшĕнче кăнтăрлахи тишкерÿ вăхăтĕнче чукун çул станцийĕн ĕçченĕ чукун çул составĕн пĕр цистерни çинче иккĕлентерекен япала асăрханă. Поездăн Мордовинчен Чăваш Ен урлă Удмуртине каймалла пулнă. Обходчик хăй курни çинчен çийĕнчех йĕрке хуралĕн органĕсене пĕлтернĕ. Часах çак япала ăшне тротилтан тунă 400 грамлă шашка вырнаçтарнине палăртнă. Сирпĕнекен хатĕре сехет механизмĕпе тунине те пĕлме май килнĕ. Вагона спецопераци пĕтичченех полици тата ФСБ представителĕсем ункăра тытнă. Çавăн пекех станцине çăлав бригади тата медицина ĕçченĕсене чĕнсе илнĕ. Телее, вĕсен пулăшăвĕ кирлĕ пулман. Минăланă вагон цистернăна хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса васкавлăн хăрушă мар саппас çул çине куçарнă. Федерацин хăрушсăрлăх службин саперĕсем кĕске вăхăтра бомбăна сиенсĕрлетнĕ.
Мĕне пула çапла пулса тухнине тĕпчеççĕ. Ĕçе ФСБна панă.
В.СНЕЖКОВ.