16 января 2015 г.
Çынсем чылай чухне çул урлă каçнă вăхăтра инкек тÿсеççĕ. Автоçулпа иртекен автомашина хăвăртлăхне шута илеймен пирки е тата ытти сăлтава пула кустăрма айне лекеççĕ. Çавăн пекех çул урлă каçмалли ятарлă вырăнсенче (зебра çинче) çынсене çапса хăварнă тĕслĕхсемпе те тĕл пулатпăр. Çакăн пек инкек пулассине сирсе ярас тĕллевпе кăрлач уйăхĕн 16-17-мĕшĕсенче районта "Çуран çын" тата "Çул урлă каçмалли вырăн" профилактика рейчĕсене йĕркелесе ирттерме палăртнă.
Асăрхаттарса çапла калас килет: çул урлă каçма тăрсан тимлĕхе ан çухатăр, çулăн тепĕр енне "зебра" тăрăх çеç каçма тăрăшăр. Водительсене çул урлă каçмалли вырăн патне çывхариччен хăвăртлăха чакарма ыйтатпăр, мĕншĕн тесен автомашина умне ăнсăртран çын сиксе тухсан шуçлак çул çинче транспорта тăпах чарса лартма май килмĕ. Çул çинчи хăрушсăрлăх хамăртан килнине яланах асра тытăр.
Марат ЮНУСОВ,
районти ГИББД уйрăмĕн пуçлăхĕн
ĕçĕсене вăхăтлăх туса пыракан.