16 января 2015 г.
Нумаях пулмасть Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче пурăнакан Т.Егоровăна тăванĕсем, 2 мăнукĕ, 4 кĕçĕн мăнукĕ, хулапа район халăхне социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕн çумĕ Э.Яковлева, Шаккăл ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Степанов, ветерансен пуçламăш организацийĕн председателĕ Г.Белов 90 çулхи юбилейпе саламларĕç, Раççей Президенчĕн В.В.Путинăн саламне вуласа пачĕç.
Татьяна Егоровна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче те, малашнехи çулсенче те колхоз ĕçĕсенче тар юхтарнă, вăрман каснă, фронтри салтаксем валли чăлха-алсиш çыхнă. Ашшĕ фронтра пуçне хунă, амăшĕ 1943 çулта вилнĕ. Хуçăлса ÿкмен çамрăк хĕр, чăтнă, йывăрлăха парăнман.
Шаккăл ял тăрăхĕн культура ĕçченĕсем Татьяна Егоровнăн юратнă юррисене шăрантарчĕç.
Йĕрĕхçырми ялĕнче Тăван çĕршвывăн Аслă вăрçинче çапăçнă салтакăн арăмĕ, тыл ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ В. Иванова пурăнать. Кăрлачăн 13-мĕшĕ уншăн икĕ хут уяв: çуралнă кунĕ тата кивĕ Çĕнĕ çул уявĕ. Вăл çур ĕмĕре яхăн "Правда" колхозăн тĕрлĕ ĕçĕнче пилĕкне авнă. Мăшăрĕпе, Спиридон Ивановичпа, 7 ачана чун парса ура çине çирĕп тăратнă. Василиса Егоровнăн 12 мăнук, 11 кĕçĕн мăнук, чи кĕçĕн мăнукĕсем иккĕн.
Вĕçелис кинемей Сергей ятлă ывăлĕн çемйипе пурăнать. Вăй çитнĕ таран Ираида кинне пулăшма тăрăшать, Андрей мăнукне ырă сĕнÿсем парать. Василиса Егоровнăна 95 çул тултарнă ятпа пур тăван-пĕтенĕ, çывăх çыннисем чĕререн тухакан сăмахсемпе саламларĕç. Паллах, парнесем те пулчĕç. Чи хакли вара уншăн - хăйне тимлĕх уйăрни.
А.ВИТАЛЬЕВ.