АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăвăсем вуларĕç, юрăсем шăрантарчĕç

16 января 2015 г.

Раççей Федерацийĕн Литература çулталăкĕн тата Чăваш Республикин Константин Иванов çулталăкĕн туй марафонĕ районта кăрлачăн 9-мĕшĕнче пуçланчĕ. Çак кун 3 çемье чăмăртанчĕ: Ивановсем - Николай Алексеевич (Çеçпĕл ялĕ) тата Снежана Викентьевна   (Етĕрне районĕнчи Вăрманкас Асламас)* Александровсем - Артем Геннадьевич (Канаш хули) тата Инна Сергеевна (Шупашкар)* Васильевсем - Артем Владимирович (Çĕрпÿ) тата Софья Павловна (Канаш).

Кăрлач уйăхĕн сивĕ кунĕ çамрăк мăшăрсемшĕн, вĕсен тăванĕсемпе тусĕсемшĕн ăшă та нихăçан манăçми уяв пулчĕ. Район администрацийĕн граждан тăрăмĕн акчĕсене çыракан пайĕ уява чăваш наци уйрăмлăхĕсене кĕртме тăрăшрĕ. Пайăн тĕп эксперт специалисчĕ-регистраторĕ И.Морозова çемье çавăракансене чăваш тумĕпе саламларĕ. Шкул çулне çитмен икĕ ачана чĕнсе илнĕ. Атнашри Люба Тимофеевăпа Максим Якимов çамрăк мăшăрсене çĕрĕсем парса тăчĕç. Хăнасем чăвашла сăвăсем каларĕç, юрларĕç, ташларĕç.

И.СЕРГЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика