АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Кăмăл" кăмăла çĕкленĕ

16 января 2015 г.

Энтриялĕнчи культура çуртĕнче Раштав каçне ирттерме Шупашкар районĕнчи Ăстакасси ялĕнчи Абрамовсен тата Кудряшовсен "Кăмăл" çемье ансамблĕ килнĕ. Ял артисчĕсем тĕрлĕ музыка инструменчĕ каланă, юрăсем шăрантарнă. Кудряшовсен мăнукĕсем Димитрипе Дионис хавхаланса чăваш юррисене юрланă, ташланă. Ансамбль ертÿçин Д.Кудряшован хĕрĕ Элпике пултарулăхĕпе савăнтарнă.

Ансамбль членĕсем чăваш тумĕсене хăйсем çĕленĕ. Илемлĕ костюмсем концерта пынисене самаях илĕртнĕ. Артистсемпе пĕрле куракансем те юрланă, ташланă. Раштав ячĕпе Хĕл мучипе Юр пике те саламланă. Энтрияль çыннисенчен чылайăшĕ "Кăмăл" ансамблĕн, Элпике юрăçăн дискĕсене туяннă.

Уçырмари культура çуртĕнче вырăнти "Возрождение" вокалпа инструментсен ансамблĕ "Раштавăн асамлă тĕнчи" ятпа уяв концерчĕ лартса кăтартнă. Пĕччен пурăнакансене апат-çимĕç пакечĕсем панă.

А. ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика