АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХЫПАРСЕМ: КУН ХЫÇÇĂН КУН

16 января 2015 г.

Юбилей медальне 24 пин ытла çын илĕ

Кăрлачăн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев 2015 çулта республика çыннисене "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерÿ 70 çул тултарни" юбилей медалĕпе наградăламалли списока çирĕплетнĕ.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерÿ 70 çул тултарни" юбилей медалĕ" çинчен йышăннă 931-мĕш номерлĕ Указĕпе килĕшÿллĕн çак наградăна илме Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсемпе инваличĕсем, тыл ĕçченĕсем, фашизм концлагерĕсенче асапланнисем тивĕç.

Паянхи кун тĕлне Чăваш Енте çак категорине кĕрекен граждансем 24 пин ытла. Вĕсене кăçалхи нарăс уйăхĕнчен пуçласа Раççей Федерацийĕн Президенчĕн ячĕпе савăнăçлă лару-тăрура хула тата район администрацийĕсен пуçлăхĕсем наградăлĕç. Медальпе пĕрле çирĕплетнĕ формăллă ĕнентерÿ хучĕ парĕç. Награда илме килейменнисене килĕсене пырса чыслĕç.

Алексеевсен савăнăçĕ

Çав кун Катек ялĕнче пурăнакан нумай ачаллă Алексеевсен çемйишĕн ĕмĕр манăçми кун пулса юлчĕ. Вĕсем патне хăнана Ачча ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Аввакумов, район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕн çумĕ В.Германов депутат килчĕç. Вĕсем çемье пуçне икĕ хутлă пурăнмалли çуртăн уççине савăнăçлă лару-тăрура пачĕç, ăнăçу та çитĕнÿ сунчĕç.

Çурта газпа ăшăтмалли хатĕр, канализаци системи  вырнаçтарнă, шыв кĕртнĕ. Строительсем çак хăтлă çурта кĕске срокра туса пĕтернĕ. Алексеевсен çемйи вĕсене, патшалăха тата ял тăрăхĕн администрацине чĕререн тухакан сăмахсемпе тав турĕç.

Проектăн пĕрремĕш урокĕ

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Шăхасан вăтам шкулĕн акт залĕнче çамрăксен  "Волонтерсен шкулĕ" вĕрентÿ проекчĕн пĕрремĕш урокĕ иртнĕ. Вăл район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн тĕп эксперт специалисчĕн А.Клементьеван Çĕнĕ çул саламĕпе уçăлнă.

Вĕрентÿ проекчĕ мĕнрен тăнине Пĕтĕм Раççейри "Раççейри доброволецсен союзĕ" обществăлла организацин Канашри вырăнти уйрăмĕн ертÿçи Ю.Григорьев каласа панă. Ачасен сывлăхне çирĕплетекен "Космонавт" лагерĕн преподаватель-организаторĕ И.Рочева çамрăксене ушкăнсем çине пайласа волонтерсен юхăмĕн тĕрлĕ енĕпе вăйăсем ирттернĕ. Кашни ушкăн плакат хатĕрленĕ.

Урок "Искра" тата "Свечка" ăс-хакăл вăййисемпе вĕçленнĕ. Çак хаваслă та усăллă мероприяти çамрăксене татах та çывăхлатрĕ, малашне те тухăçлă ĕçлеме хавхалантарчĕ.

Вăл пулăшнипе "Нарспи" çичĕ чĕлхепе тухнă

Вăтапуç библиотекинче хăнара "РегионСтройТранс" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн генеральнăй директорĕ А.Константинов пулчĕ. Вăл - Константин Ивановăн вилĕмсĕр "Нарспи" поэмине 7 чĕлхепе кăларнă кĕнекен спонсорĕ. Ăна 2014 çулта "Новое время" издательствăра пичетленĕ.

Александр Кузьмич Çатăркаçырминче 1964 çулхи майăн 26-мĕшĕнче çуралнă. Çĕмĕрлери интернат шкулта вăтам пĕлÿ илнĕ, иртнĕ çул И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Районăн Шăхасанти тĕп больницăра, Ленинградра, Белгород облаçĕнчи Старый Оскол хулинче шоферта тăрăшнă. 1994 çултанпа коммерци ĕçĕнче вăй хурать. Вăл ертсе пыракан организаци Смоленск тата Пермь облаçĕсенче, Чăваш, Пушкăрт тата Тутар Республикисенче пурăнмалли çуртсем тăвать, кивĕ çуртсене юсать.

А.Константинов финанс енчен пулăшнипех Николай Григорьевăн "Дни, равные жизни", "Моя малая родина - Кайăкьял", "Инкеклĕ телей", "Легендарный Андриян Николаев", "Кайăкьял кĕввисем" тата ытти кĕнекесем кун çути курнă. Александр Кузьмича  2014 çулта Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми панă.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика