16 января 2015 г.
Ытлари кун çĕнĕ çулта пĕремĕш хут район администрацийĕн пайĕсемпе службисен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсен анлă канашлăвĕ иртрĕ. Ăна райадминистраци пуçлăхĕ Владислав Софронов ертсе пычĕ.
Районти вĕрентÿ аталанăвĕ çинчен çак ыйтупа ĕçлекен управлени начальникĕ Юрий Алексеев каласа пачĕ. Ку таранччен тунă ĕçсем тата 2015 çула палăртнă задачăсем çинче чарăнса тăчĕ. Шкулчченхи вĕренÿ ача пурнăçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Иртнĕ çулхи сентябрь уйăхĕнче Шăхасанти кивĕ шкул çуртне реконструкцилесе хута янă. Унсăр пуçне декабрь уйăхĕнче Атнашри тата Ямашри ача сачĕсенче хушма ушкăнсем ĕçлеме пуçларĕç. Çитес вăхăтра Хучелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 20 ача валли ушкăн уçăлмалла. Çапла майпа çулталăкран пуçласа 6,5 çула çитнĕ ачасене шкулчченхи вĕренÿпе тивĕçтересси 65 процентпа танлашмалла. Ача сачĕсенче ĕçлекен педагогсен вăтам ĕç укçи 2014 çулта 17427 тенкĕпе танлашнă.
Иртнĕ çулта чылай шкулти тата ача садĕнчи котельнăйсене çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернĕ. Энтрияль, Вăтакас Татмăш, Янкăлч шкулĕсенче тĕплĕ юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ.
Ачасемпе çамрăксен сывлăхне çирĕплетме 10 хоккей площадки ĕçлет.
Халăха медицина пулăшăвĕпе тивĕçтермелли патшалăх программине районта мĕнле пурнăçланипе районăн тĕп врачĕ Рената Федорова паллаштарчĕ. Медицина учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлĕ, диспансеризаци кăтартăвĕсем, тупса палăртнă чирсем çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Рената Николаевна палăртнă тăрăх, çынсем нумай чухне чир шала кайсан тин медицина пулăшăвĕ илме пыраççĕ. Çавна май чылай чухне çыннăн пурнăçне çăлса хăварма май çук. Уйрăмах шыçă чирĕпе аптрасан.
Экономика секторĕн заведующийĕ Ирина Машкина халăха куллен кирлĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсен мониторинг кăтартăвĕсем çинчен калаçрĕ. Юлашки вăхăтра апат-çимĕç продукчĕсен хакĕсем палăрмаллах ÿсни куç кĕрет. Асăннă сектор хаксене контроллесе тăрать-ха, апла пулин те ялсенчи суту-илÿ лавккисенче хаксем тĕрлĕрен. Çавăнпа та Владислав Васильевич ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене вырăнти лавккасенче час-час пулма, хаксене асăрхаса тăма чĕнсе каларĕ.
Çĕнĕ çул уявĕпе çыхăннă кану кунĕсенче республикăра 32 пушар пулнă, çав шутран пĕри - пирĕн районта. Вут-çулăмра 3 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Кăшарни уявĕ çитет. Çавна май çынсем шыва кĕмелли вырăнсене лайăх хатĕрлеме сĕнчĕ ятарлă программăсен секторĕн ертÿçи Валерий Петров. Шыва кĕмелли вырăнсене çутăпа тивĕçтермелле, вĕри чей ĕçтерессине, яваплă çынсенчен дежурство йĕркелемелле, унта медицина ĕçченĕсене те явăçтармалла. Уяв кунĕсенче, паллах, тимлĕх, хăрушсăрлăх çинчен пĕр самант та манма юрамасть.
Канашлу Çĕнĕ çул уявне хатĕрленессипе çыхăннă конкурса пĕтĕмлетнипе вĕçленчĕ. Номинаци çĕнтерÿçисем Диплома тата укçан премине тивĕçрĕç.
Ирина АНДРЕЕВА.