АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăра асăнса

14 января 2015 г.

Çĕнĕ çулăн 5-мĕш кунĕнче Сывлăхпа спортăн пĕрлехи кунĕпе килĕшÿллĕн ял тăрăхĕсенчи хоккей командисен хушшинче  Энтриялĕнче çуралса ÿснĕ, икĕ хутчен Паттăрлăх орденне тивĕç пулнă Владимир Павлова асăнса турнир йĕркелерĕç. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов уçрĕ. Паттăра асăнса ун палăкĕ умне чечексем хучĕç.

Турнир Энтриялĕнчи тата Сухайкассинчи хоккей площадкисенче иртрĕ. Унта 7 команда хутшăнчĕ: "Гранит" (Вăтакас Кипеч), "Сугай" (Сухайкасси), "Локомотив" (Канаш хули), "Аслут" (Шуркасси), "Сормы" (Анат Сурăм), "Шихазанец" (Шăхасан) тата "Энтрияль". Вăйăсем çивĕч кĕрешÿре иртрĕç. Финала хăйсен ушкăнĕсенче пĕрремĕш вырăн йышăнса "Локомотив" тата "Энтрияль" командăсем тухрĕç. Çине-çинех пĕрер гол çапса кĕртрĕç. Чылай вăхăт канашсем малта пычĕç. Энтриялсем виççĕмĕш тапхăрăн юлашки минутĕнче вăйă шутне танлаштарма пултарчĕç - 2:2. Çĕнтерÿçе буллитсен серийĕ палăртрĕ. Ку енĕпе Энтрияль спортсменĕсем ăстарах пулчĕç. Виççĕмĕш вырăна "Гранит" Анат Сурăм командине 4:3 шутпа çĕнтерсе йышăнчĕ.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика