АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ун ячĕ манăçа тухмĕ

14 января 2015 г.

Вăтапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче  ĕçленĕ А.Трофимов пуçарнипе  2011 çултан пуçласа йĕлтĕрпе чупса Хĕл мучи парнисене çĕнсе илессишĕн ăмăртусем ирттерме пуçланăччĕ. Пĕлтĕр, çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче, Алексей Георгиевич пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Вырăнти депутатсен йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн ăмăрту ятне улăштарчĕç. Малашне вăл А.Г.Трофимов ятне асăнса иртĕ.

Нумаях пулмасть пĕрремĕш ăмăрту йĕркелерĕç. Хăйсен çулĕсен ушкăнĕсенче финиша чи малтан В.Леонтьевăпа С.Иванов, А.Степановăпа А.Степанов, В.Николаевăпа И.Александров, Е.Павловăпа Д.Андреев, И.Петрова çитрĕç.  Мала тухнисене медальсем, дипломсем, Çĕнĕ çул кучченеçĕсем пачĕç.

В.ИЛЬИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика