АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Асăрхăр - каникул!" рейд вĕçленчĕ

14 января 2015 г.

ГИБДД управленийĕнче тăрăшакансем тивĕçлĕ мерăсем йышăнаççĕ пулин те республикăра ачасем автоинкеке лексе сусăрланнă е вилнĕ тĕслĕхсем пур пĕрех тĕл пулаççĕ. Иртнĕ çулăн вун пĕр уйăхĕпе илес пулсан çак кăтарту кăштах чакнă, çула çитменнисем 198 автоинкеке лекнĕ пулсан, виçĕмçул палăртнă вăхăт тĕлне 228 шута илнĕ. Вĕсенче пилĕк ача пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă (6 ача), 217-шĕ сусăрланнă (240 ача). Çак кăтарту чăннипех те шухăша ярать, мĕншĕн тесен республикăра пулса иртнĕ кашни саккăрмĕш автоинкеке ачасем лекнĕ. Виçĕм çулхипе танлаштарсан шăпăрлансен айăпĕпе сиксе тухнă автоинкексен шучĕ 88-тан 68-а çити чакнă. 

Элĕк, Елчĕк, Сĕнтĕрвăрри, Шăмăршă тата Етĕрне районĕсенче ачасем автоинкеке лексе сусăрланасси ÿснĕ. Çĕрпÿ районĕнче иртнĕ çулта аварире виçĕ ача пурнăçĕ татăлнă.

Хĕллехи каникул тата Çĕнĕ çул уявĕсене йĕркеленĕ вăхăтра çула çитменнисен сывлăхĕпе пурнăçне сыхласа хăварас тĕллевпе раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа кăрлач уйăхĕн 10-мĕшĕччен республикăра "Асăрхăр - каникул!" профилактика мероприятийĕ иртнĕ. Çак тапхăрта ГИБДД инспекторĕсем тĕллевлĕ акцисем йĕркеленĕ, вĕрентÿ учрежденийĕсенче класс сехечĕсене хутшăннă, ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсенче тухса калаçнă. Профилактика мероприятине обществăлла организацисене те явăçтарнă.

Л.ВАСИЛЬЕВА,

районти ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика