14 января 2015 г.

Совет çарĕсене Афганистана илсе кĕнĕренпе иртнĕ çулхи раштавăн 27-мĕшĕнче 35 çул çитрĕ.
Çак кун Л.Пантелеймонова библиотекарь тата истори вĕрентекен В.Кротов ертсе пынипе Совет Союзĕн Геройĕ А.П.Петров ячĕллĕ Ачча вăтам пĕлÿ паракан шкулĕнче Паттăрлăх урокĕ иртрĕ. Мероприятин тĕп хăнисем Афганистан вăрçин ветеранĕсем В.М.Николаев (Ачча ялĕнчен), А.М. Аввакумов (Йăлмаччаран), В.Н.Афанасьев (Катекрен), А.Т.Митрофанов (Кушăкран) тата П.А.Михайлов (Çĕнĕ Аччаран) пулчĕç.
Паттăрлăх урокне саппасри аслă лейтенант В.И.Кротов уçрĕ. Л.В.Пантелеймонова 9 çул та 10 уйăха пынă вăрçă çинчен "Афганская война: 25 декабря 1979 - 15 февраля 1989 г.г.", "Книга памяти Чувашской Республики о советских воинах, погибших в Афганистане" электронлă презентацисемпе усă курса каласа пачĕ. Ветерансем "Принятие решения о вводе войск", "Афганская война" документлă фильмсем пăхрĕç. Халăхра анлă сарăлнă "А что Афган", "Всем, кто был за речкой, посвящается", "Кукушка" юрăсем чуна хускатса янăрарĕç. Воин-интернационалистсем аса илĕвĕсене Афганистан Республикинче тунă фотоÿкерчĕксемпе çирĕплетрĕç. Çар заданийĕсене пурнăçлани, çар операцийĕсене хутшăнни, юлташĕсене çапăçусенче çухатни, аманни, çарти туслăх, дембеле чăтăмсăррăн кĕтни çинчен каласа панине ачасем сывламасăр тенĕ пек тимлĕн итлесе ларчĕç, ыйтусем пачĕç. Ун чухне салтак тумне тăхăннă каччăсем сăртлă-туллă çĕршывра вилĕмпе юнашар çÿренĕ. Хăнасем ачасене спортпа туслă пулма сĕнчĕç, сывлăхшăн сиенлĕ йăласене сирсе яма хушрĕç.
Паттăрлăх урокĕ чун хусканăвĕпе иртрĕ. Ветерансем кинора палланă вырăнсене курсан, пуçне хунă юлташĕсене аса илсен йĕпеннĕ куç айĕсене пĕчĕк тутăрпа ачасенчен вăрттăн шăла-шăла илчĕç, хăйсене чĕнсе хисеп тунăшăн тав турĕç.
Çав кунах Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕнче савăнăçлă лару-тăрура Виталий Назарова, Юрий Семенова тата Сергей Юдина пирĕн çарсене Афганистанран кăларнăранпа 25 çул çитнĕ ятпа шăратса кăларнă медальпе наградăларĕç. Анатолий Филипповăн çарти ĕçĕсене "Афган чапĕ" орденпа хакларĕç. Воин-афганецсене награда илнĕ ятпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Максимов саламларĕ, иксĕлми телей, çирĕп вăй-хал, çемьере ăнăçу, ĕçре çитĕнÿ сунчĕ.
Чăваш çамрăкĕсем çĕршыв тулашĕнчи çар хĕсметне паттăрла пурнăçланă. Афганистанри çапăçусене Чăваш енĕн 5692 çамрăкĕ хутшăннă. 115 çемьене цинк тупăкĕ килнĕ. Ашшĕ-амăшĕшĕн, тăванĕсемшĕн çак çухату мĕнлерех пысăк инкек пулнине калама, хуйхăпа тулнă чунĕсене лăплантарма сăмах çитмест. Канаш хулипе районĕнчен интернационалла тивĕç пурнăçлама 623-ĕн кайнă. Ывăлсене çухатнă амăшĕсен хуйхине нимпе виçме, нимĕнпе танлаштарма çук. 19-20 çулти 18 каччă нÿрĕ çĕр ăшĕнче выртать. Пĕр салтак хыпарсăр çухалнă.
Виталий АЛЕКСЕЕВ.
ŸКЕРЧĔКРЕ: воин-афганецсем Ачча вăтам шкулĕнче вĕренекенсемпе пĕрле.