14 января 2015 г.
Çĕнĕ çул - çутă та илемлĕ, юмахри евĕр, парнесемпе тĕлĕнтер-мĕшсен уявĕ. Шăпах çакăн пек асра юлчĕ те Мăкăрти пуçламăш шкулта ăс пухакансен çул çÿревĕ. Вĕсем йăлана кĕнĕ Президент елкинче пулчĕç. Ăна Шупашкарта Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче ирттерчĕç.
Çĕнĕ çул уявĕн программи пуян та савăнăçлă. Мăкăр ачисем "Кĕл пике" музыка спектаклĕ пăхрĕç, Хĕл мучипе тата Юр пикепе, асамлă юмахсенчи сăнарсемпе капăрлатнă чăрăш тавра юрласа савăнчĕç, тĕрлĕ вăйă вылярĕç.
Мероприяти вĕçĕнче ачасене Çĕнĕ çул парнисем пачĕç. Президент елки кашнинех пысăк савăнăç кÿчĕ, çĕр çинче тĕлĕнтер-мĕш чăнах та пуррине ĕнентерчĕ.
Район администрацийĕн акт залĕнче сусăрланнă тата чухăн çемьесенчи ачасем валли Çĕнĕ çул утренникĕ ирттерчĕç. Вĕсем ашшĕ-амăшĕпе пĕрле капăр тум тăхăнса елкăна килчĕç. Районти ял тăрăхĕсен тĕп культура çурчĕн артисчĕсем шăпăрлансене савăнăçлă спектакль кăтартрĕç. Хĕл мучипе, Юр пикепе пĕрле картана тăрса йăлтăркка теттесемпе илемлетнĕ чăрăш тавра юрă юрласа çаврăнчĕç, ташларĕç, Ачасен кăмăлне парнесемпе тултарчĕç.
Алексей ВИТАЛЬЕВ.