14 января 2015 г.

Кĕрнек кĕлеткеллĕ, çÿçне кĕмĕл тĕс çапнă, çынпа яланах лăпкă та кăмăллă калаçакан арçынна, эп шутланă тăрăх, районта нумайăшĕ пĕлет. Вăл хăй те чылайăшне паллать, уйрăмах автотранспорт тытакансене. Машина-трактор хуçисем техтĕрĕслев тухмалла пулсан малтан ун патне пырса канашлаççĕ. Сăмах Анатолий Петров
техинженер пирки пынине ăнлантăр пулĕ ĕнтĕ.
Анатолий Дмитриевич Асхва ялĕнче 1955 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче çуралнă. 1962 çулта ялти пуçламăш шкула кайнă. 5, 6, 7-мĕш классене Вырăскас Пикшихри вăтам шкулта вĕреннĕ. Ун хыççăн шкулти виçĕ ачана экзамен тыттарса Шупашкара физикăпа математикăна тарăннăн вĕрентекен 2-мĕш интернат шкула янă. 1972 çулта кунтан вĕренсе тухсан ял хуçалăх институтĕнче механизаци факультетĕнче пилĕк çул инженер ăсталăхне алла илнĕ. Дипломлă специалиста Мари Республикине Волжск районĕнчи Помары станцине ял хуçалăх техникин пĕрлешĕвне ĕçлеме янă. Çур çул ĕçленĕ хыççăн тăван яла таврăннă.
- Яла килсен Канаша ПАТПна ĕçе вырнаçрăм. Нумай та ĕçлеймерĕм - çара илчĕç. Учебка Чита тăрăхĕнчи Антипых поселокĕнчи çыхăну батальонĕнче иртрĕ. Улан-Удэре артполкра службăра тăтăм, унтан пире Монголине илсе кайрĕç. Ун чухне шăпах Китайпа Вьетнам хушшинче хирĕçÿсем пуçланнăччĕ. Пирĕн вăхăтра служба вăхăчĕ çулталăк çурăччĕ...
Салтакран таврăнсан "Мотор" хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх пăхас ĕçе механизацилес енĕпе механик пулса ĕçлерĕм. Унтан Шăхасанти "Ял хуçалăх техники" предприятине чĕнсе илчĕç. "Колос", "Агроремтехснаб" организацисенче, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ хуçалăхра ĕçлерĕм. Юрий Ефремович Краснов мана ял хуçалăх управленине чĕнсе илчĕ те инженер пулса 2004 çулччен ĕçлерĕм. Пĕр вăхăт Шăхасанта "Спецмонтажгазра" та вăй хутăм.
2006 çулта паян ĕçлекен ĕç тупăнчĕ. Патшалăх техслужбин тĕп инспекторĕ пулса ĕçлетĕп. "Агроснабра" ĕçленĕ чухне çĕршывăн нумай кĕтесне çитсе куртăм. Мускаври Внуково аэропортран, подшипник заводĕнчен саппас пайсем турттараттăмăр. Украинăра та пулса куртăм, Луганск облаçĕнче. Белгород облаçне, Курск, Ульяновск, Хусан хулисене те çитнĕ... Байкал кÿлли паян та куç умĕнче тăрать.
Атте электрик пулнă. "Мотор" колхозра комплекслă бригада бригадирĕ пулса ĕçлерĕ нумай çул. Тивĕçлĕ канăва Канашри техоснастка заводĕнче ĕçлесе тухрĕ. Анне ĕмĕрĕпех фермăра ĕçленĕ, пăру пăхнă, дояркăра нумай вăй хунă.
Мăшăрăм Куславкка тăрăхĕнчен. Ялта пурăнатпăр та питĕ лайăх. Ĕçлеме çĕр пур, выльăх-чĕрлĕх тытатпăр. Улма-çырла йывăççи нумай çитĕнтеретпĕр.
Виçĕ ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Асли, Ольга, Шупашкарта садикра ачасене музыка вĕрентет. Ывăл Иван шалти ĕçсен службинче, полици майорĕ. Çемйипе Шупашкарта пурăнать, унтах ĕçлет. Кĕçĕн ывăл та Шупашкартах", - хăйĕн кун-çулĕпе паллаштарчĕ А.Петров.
Анатолий Петровăн ĕçĕ ял хуçалăхĕпе, çынсемпе тата транспортпа çыхăннă. "Кунĕпех çынсемпе тĕл пулатăн, калаçатăн та вăхăт иртсе кайнине те сиссе юлма çук. Тин çеç эрне пуçланчĕ - паян вăл вĕçленчĕ те. Анчах аллă тултартăм, паян, ак, утмăлта. Чăнах та, çакăн чухлĕ вăхăт хыçа юлни сисĕнмерĕ те", - тет Анатолий Дмитриевич.
Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валерий Долгов паянхи юбилярпа нумай çул пĕрле ĕçлет. "Анатолий Дмитриевич питĕ ăста инженер, çав енчен питĕ килĕшет мана. Эпĕ колхоз председателĕнче ĕçленĕ вăхăтра вăл выльăх фермисене механизацилес енĕпе ĕçлекен инженерччĕ. Çавăнпа та пĕрмаях хуçалăхсем тăрăх çÿретчĕç. Пирĕн сĕт-çу комплексĕ питĕ пысăк пулнă та, ĕне сумалли агрегатсене тăтăшах килсе тĕрĕслетчĕç. Анатолий Дмитриевич çынна сас хăпартса кăшкăрса тăкмасть. Малтан çитменлĕхсене пĕтерме хушать. Юлашкинчен чăнах та явап тыттарма пултарать. Халĕ те, Патшалăх техника надзорĕн тĕп инспекторĕ пулнă май, автотранспорт хуçисене канаш парса нумай пулăшать. Питĕ тăрăшуллă, хăйĕн ĕçне лайăх пĕлекен çын", - çакнашкал хаклать хăйĕн ĕçтешне Валерий Васильевич.
А.Петров арçыншăн сумлă ÿсĕме çитрĕ. Сывлăх та вăрăм кун-çул пултăр унăн.
Ирина ВЛАДИМИРОВА.