АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулталăкри ĕçсене пĕтĕмлетнĕ

14 января 2015 г.

Республикăри çар комиссариачĕн Канаш хулипе, Канаш тата Тăвай районĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕн коллективĕ çулталăкра тунă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ. Уйрăм пуçлăхĕ Ю.Барышов доклад туса панă. Ăна сÿтсе явнă çĕре Чăваш Енĕн çар комиссарĕ А.Мокрушин полковник, хула тата район администрацийĕсен пуçлăхĕсем Л.Ивановăпа В.Софронов  хутшăннă, сăмах каланă.

Çамрăк ăрăва çарпа патриотизм воспитанийĕ парас ĕçе хастар хутшăннăшăн тав туса "Канашри автоагрегат завочĕ" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн директорĕн ĕçĕсене туса пыракан С.Кожаева, хула Пухăвĕн депутатне В.Жураева, автовокзал директорне Л.Кондратьевăна, "Геолог" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн директорне Е.Елисеева, "Канмаш" пĕрлĕхĕн гендиректорне А.Лапшина, хулари электросетьсен директорне А.Константинова, "Чувашавтодор" пĕрлĕхĕн Канашри участокĕн директорне Б.Михайлова, Э.Волков предпринимателе, Г.Николаев воин-афганеца, ПАТП директорне Н. Александрова Хисеп грамоти панă.

В. АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика