14 января 2015 г.
Сухайкасси пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулĕнче "Çамрăк педагогсен шкулĕн" черетлĕ семинарĕ иртрĕ. Хăтлă лару-тăрура "Воспитани ĕçне йĕркелессин уйрăмлăхĕсем" темăна сÿтсе яврĕç.
Педагогика ĕçне пуçăннисем Сухайкасси шкулĕнче ăс пухакансем валли интереслĕ те пĕлÿ паракан класс сехечĕсем ирттерчĕç. Районти çамрăк учительсен пĕрле-шĕвĕн ертÿçи, Шăхасан вăтам шкулĕнче ĕçлекен Н.Петрова "Ырă ĕç тума васка!" темăпа чылайлăха асра юлакан урок кăтартрĕ. Сиккасси шкулĕн çамрăк вĕрентекенĕ А.Тимофеев илĕртÿллĕ меслетпе 5-мĕш класс ачисене çул-йĕр правилисем çинчен каласа пачĕ. Хучел педагогĕ С.Петрова 7-мĕш класра вĕренекенсене ăс-тăн вăййи выляттарчĕ. Çеçпĕл шкулĕнче тăрăшакан Т.Муханова ачасемпе Çĕнĕ çул çинчен сăмах вакларĕ. Шăхасан шкулĕн педĕçченĕ В.Игнатьева сывă пурнăç йăли-йĕрки çинчен сăмах хускатрĕ. Сухайкасси шкулĕнчи 9-мĕш класс ертÿçи Г.Котырева уçă урокра пурнăç çулне суйласа илмешкĕн ырă сĕнÿсем пачĕ.
Семинар вĕрентÿ управленийĕн методисчĕсем Е.Ивановăпа С.Кузнецова, Сухайкасси шкулĕн директорĕ Е.Кузьмина пĕр-пĕрин çинчен каласа панипе, педагогика опычĕпе паллаштарнипе вĕçленчĕ. Çĕнĕ çул юррисем янăрарĕç. Çĕнĕ çул маскисен конкурсĕ питĕ шавлă та савăк иртрĕ. Чи лайăххисене парнесем парса хавхалантарчĕç.
Пурте пĕр шухăшлă пулса çитес тĕлпулăва Сухайкасси шкулĕнчех ирттерес терĕç.