14 января 2015 г.

Кăрлачăн 8-мĕшĕнче Канаша ĕçлĕ çул çÿревпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ А.Иванов пулнă. Хула администрацийĕн çуртĕнче хула тата район администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе Л.Ивановăпа тата В.Софроновпа, хулапа район хаçачĕн тĕп редакторĕпе Л.Шурековăпа тĕл пулнă. Ĕçлĕ лару-тăрура Александр Степанович хăйĕнпе тĕл пулма пынисемпе хаçат ĕçĕ-хĕлĕнчи тĕп ыйтусем тавра калаçу пуçарнă, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе мĕнле çыхăнса ĕçленипе, пĕлтерĕшлĕ мероприятисене мĕнле çутатнипе, çырăнтару кампанийĕ епле иртнипе, унпа çыхăннă ыйтусемпе кăсăкланнă.
Уйрăмах вăл кадрсен ыйтăвĕсем çинче тĕплĕн чарăнса тăнă. "Кăçал хулара тата районта пысăк уявсем иртеççĕ. Канаш хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă тăвать, районта Республика кунне уявлаççĕ. Çавăн пекех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче нимĕç фашисчĕсене çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине чыслăн кĕтсе илессипе çыхăннă ĕçсене, вăрçă ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем çинчен çутатсах тăмалла. Палăртнине пурнăçлама пултаруллă, информацине тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем патне хăвăрт çитерме пултаракан специалистсем кирлĕ", - тенĕ министр.
Тĕл пулу вĕçĕнче Александр Степанович пурне те тухăçлă ĕçлеме ырлăх-сывлăх суннă, Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе саламланă.
В.АЛЕКСЕЕВ.