01 января 2015 г.
_Preview.jpg)
Хăйсен ĕмĕрне шкулта ĕçлесе ирттернĕ çынсем Альбина Ивановна Долговăна лайăх пĕлеççĕ пулĕ. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 47 çул. Пенсие вăл районти вĕрентÿ ĕçченĕсен профсоюзĕн комитечĕн председателĕнче ĕçлесе тухнă.
А.Долгова Çĕмĕрле районĕнчи Хутар ялĕнче çуралса ÿснĕ. Тăван ялĕнчи шкулта вĕренсе вăтам пĕлÿ илнĕ. Кукамăшĕ те, амăшĕн аппăшĕ Зоя Ефремовна та педагогсем пулнăран-и, Альбина та ачасене пĕлÿ парас ĕçе суйласа илнĕ. Хутарти шкул чăваш историйĕнче паллă вырăн йышăнать. Ăна 1870 çулта Атăл тăрăхĕнчи халăхсене çутта кăларассишĕн нумай тăрăшнă Илья Николаевич Ульянов уçнă. Зоя Ефремовна кунта кĕçĕн классене вĕрентнĕ.
- Шкул хыççăн тÿрех вĕренме кĕреймерĕм. Ун чухне вĕренме кĕриччен малтан виçĕ çул ĕçлесе стаж пухмаллаччĕ. Çавăнпа та малтан хамăр шкулта машинисткăра, вулав çурчĕн заведующийĕнче ĕçлерĕм. Кайран вара Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтне биологи факультетне кĕтĕм. Диплом илсен направленипе Канаш районĕнчи Ямаш шкулне вĕрентме ячĕç. 1965 çулхи декабрь уйăхĕнче комсомолăн районти комитечĕн 2-мĕш секретарьне лартрĕç те шкултан кайма тиврĕ. Вара районти вĕренÿ пайĕнче ĕçлеме пуçларăм. Шкулсенче уроксем ирттереттĕм. Биологи, хими предмечĕсене вĕрентеттĕм. Нумай çул инспектор пултăм. Çитмен шкул юлман, шкулсем тăрăх тĕрĕслевсем пĕрмаях ирттернĕ-ха та ун чухне. Вăтам, сакăр çул вĕренмелли, пуçламăш шкулсем мĕн чухлĕччĕ!
Эпĕ ĕçлеме килнĕ чухне роно заведующийĕ Николай Иванович Севастьяновччĕ. Ăна 7-мĕш шкул директорне лартсан Виктор Антонович Куракин пулчĕ. Вăл вилсен Илья Никифорович Губанов ертсе пычĕ. Питĕ танлă, ăслă, пысăк тавра курăмлă çынччĕ. Юлашкинчен Алексей Михайлович Фоминпа ĕçлерĕм. Учительсенчен нумайăшне, тивĕçлĕ канурисене те, паян ĕçлекеннисене те, пĕлетĕп, - лăпкăн калаçать Альбина Ивановна. Ĕçлеме интереслĕ пулнине палăртать.
Альбина Ивановнăн мăшăрĕ Иван Васильевич Сиккассинчен пулнă. "Эсир Çĕмĕрле тăрăхĕнчен, вăл Сиккассинчен, мĕнле паллашма пÿрнĕ-ха сире;" - кăсăклантăм эпĕ.
- 1966 çулта эпĕ комсомол райкомĕн пĕрремĕш секретарĕччĕ. Ленин çуралнă кун апрелĕн 22-мĕшĕнче кашни çулах пысăк субботник ирттернĕ-çке-ха. Пирĕн Шăхасанта комсомол райкомĕн членĕ пурччĕ. Иван Васильевич "Ял хуçалăх техники" предприятире ĕçлетчĕ. Телефонпа шăнкăравлатăп Шăхасана. Трубкăна Иван Васильевич тытрĕ. Мана çавна чĕнсе парăр-ха тетĕп. Чĕнсе памаççĕ. Вăрçăнса кайрăмăр. "Мĕнле хăвна хÿтĕлеме пĕлменскер эсĕ, сана пырса курас-ха", - тет. Çапла паллашрăмăр. Августра туй турăмăр, - паянхи пек астăвать çав вăхăтсене ветеран.
Икĕ ывăл, Василийпе Александр, пĕр хĕр, Алена, çуратса ÿстернĕ килĕшÿллĕ те туслă мăшăр. Вĕсене вĕрентсе çын тунă. Вася Чăваш патшалăх университечĕн энергетика факультетне вĕренсе пĕтернĕ, паян çак сферăра предприниматель пулса ĕçлет. Алена амăшĕн çулнех суйласа илнĕ. Шупашкарти пĕр садикра воспитатель пулса ĕçлет. Саша - водитель. Тăватă мăнук Альбина Ивановнăн. Вĕсем лайăх вĕренсе, ĕçре çитĕнÿсем туса асламăшне, кукамăшне савăнтараççĕ.
Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валерий Васильевич Долгов акă мĕнле хаклать А.Долговăна:
- Инкепе Ваня пичче питĕ килĕштерсе пурăнчĕç. Инке нихăçан та сас хăпартмасть. Пиччене хытă каланине, ятланине астумастăп. Илтмен пĕрре те. Яланах сăпайлă вăл, ăслă. Пире ырă сĕнÿсем парать, вĕрентет, унăн канашĕсене шута илетпĕр. Юлташсемпе, тăвансемпе кирек хăçан та пĕр чĕлхе тупать. Çуркуннерен пуçласа кĕркуннеччен садра ĕçлет, чечек, çимĕç нумай ÿстерет, - тет.
Альбина Ивановна халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ, ĕç ветеранĕ. Январĕн 1-мĕшĕнче вăл 75 çул тултарать. Ун çине пăхсан çак ÿсĕмри çын теме çук, чылай çамрăкрах курăнать. Ачисем, тăванĕсем юбиляра саламлама тулли кĕрекене пуçтарăнаççĕ. Паллах, вĕсем чĕререн тухакан чи ăшă сăмахсем калаççех. Вăрăм кун-çул пурăнма çирĕп сывлăх пултăр сирĕн, Альбина Ивановна.
Ирина ВЛАДИМИРОВА.