01 января 2015 г.

Раштавăн 25-мĕшĕнче Шупашкарта харăсах тăватă садик уçăлнă. Вĕсенчен пĕрне - 240 ача вырăнлă "Непоседа" садика - Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тухăçлă ĕçшĕн тивĕçнĕ 139,2 млн тенкĕ укçапа çурта туса параканран туяннă.
Хальхи вăхăт ыйтăвĕсене тивĕçтерекен ача садĕнче бассейн, музыка, физкультура залĕсем, компьютер класĕ, сенсор, медицина пÿлĕмĕсем, логопед кабинечĕ, пищеблок пур. Территорире шăпăрлансем валли 12 вăйă тата пĕр спорт площадки хатĕрленĕ.
Садикра тулли кун йĕркипе 12 ушкăн ĕçлет, вĕсенчен 8 ушкăнĕ 3 çула çитмен ачасем валли, 4 ушкăнĕнче шкул çулне çитмен ачасем вĕренеççĕ. Сусăр ачасем валли те условисем туса панă. Кунта пĕчĕккисене шкулчченхи пĕлÿ тата воспитани парас енĕпе 35 педагог ĕçлет.
"Непоседа" садик Шупашкарта "Садовый" микрорайонта вырнаçнă.
Çакнашкал савăнăçлă мероприяти пирĕн районта та пулнă. Атнашри "Солнышко" ача садĕнче тата 20 ача валли 4-мĕш ушкăн ĕçлеме пуçланă. "Рослайн" ООО юсавпа строительство ĕçĕсем пурнăçлама 1612358 тенкĕлĕх контракт тунă. Чÿречесемпе алăксене ылмаштарнă, çурт тăррине çĕнĕрен витнĕ, унитазсемпе умывальниксене улăштарнă. Юлнă 387614 тенкĕ укçапа сĕтел-пуканпа тĕрлĕ хатĕр туяннă.
Садикри хушма ушкăна савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов, вĕренÿ управленийĕн начальникĕн çумĕ Светлана Иванова, Киров ячĕллĕ хуçалăх председателĕ Николай Андреев, Атнаш ял тăрăхĕн ертÿçи Сергей Михайлов хутшăннă. Вĕсем ачасене тата садик коллективне ăнăçлă ĕçлеме çирĕп сывлăх, телей суннă. Кунта ĕçлекен педагогсене Хисеп грамоти тата парне парса саламланă.
Садика çÿрекен ачасен ашшĕ-амăшĕ ячĕпе Оксана Петрова тав сăмахĕ каланă. Çакнашкал хушма ушкăн уçма майсем туса панăшăн республика тата район ертÿçисене тав тунă.
Килес çул Ухманти "Рябинушка", Кăшнаруйĕнчи "Ромашка" ача сачĕсенче тата Хучелти тĕп шкул çумĕнче хушма ушкăнсем уçма палăртаççĕ.
Ирина АНДРЕЕВА.