01 января 2015 г.
Эпĕ Яманкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Атте колхозра бригадирта ĕçлетчĕ. Çĕнĕ çулччен пĕр икĕ уйăх маларах ăна шкула елкăна хатĕрленме чĕнетчĕç. Вăл ачасене юрлама-ташлама вĕрентетчĕ. Çĕнĕ çул каçхине кÿршĕсене хамăр килте пухатчĕ те уява пысăк йышпа кĕтсе илеттĕмĕр. Ачасене сăвă калаттаратчĕ, уншăн мăйăр, пĕремĕк, сахăр парса савăнтаратчĕ.
Лаша çулталăкĕнче çак выльăх пекех нумай ĕçлемелле пулчĕ. Маларах çырнă юрăсене илемлетсе кăлартăм. Вĕсем манăн татах пур, малалла аталантармалла, çырмалла. Эпĕ Йытă çулĕнче çуралнă. Астрологипе гороскопа питĕ ĕненетĕп. Çын хăш çул çурални питĕ пĕлтерĕшлĕ. Эпĕ Йытă пекех чупса ĕçлетĕп. Мана ура тăрантарать...
Пирĕн çемьере ĕмĕртенпех пыракан ырă йăла пур. Çĕнĕ çула килте çемьепе кĕтсе илетпĕр. Чăрăша уйăх маларах илемлететпĕр. Унта шăккалат канхвечĕсене çакатпăр. Манăн икĕ мăнук, пĕри 14-ра, тепри - тăваттăра. Пĕчĕкки кăçал чăрăш çинчи канхветсене çисе яма та пуçларĕ ĕнтĕ. "Мана Юр пике çиме ирĕк пачĕ", - терĕ чеескер. Эпĕ туйсемпе юбилейсем ирттернĕ май килте Хĕл мучипе Юр пике тата ытти сăнар тумĕсем пур. Çĕнĕ çул каçхине юлташсемпе çав костюмсене тăхăнса кĕтсе илетпĕр. Эпĕ баян калатăп. Елка тавра çаврăнса юрлатпăр. Çĕнĕ çула - Качака çулне - хаваслăн йышăнатпăр.
"Канаш ене" вулакансене Çĕнĕ çулта лапка-лапка таса юр пек телей сунатăп. Юрий Сементерĕн сăвви килчĕ асăма:
Çĕнĕ çул вăл çĕнĕ чĕнтĕр,
Çĕн çултан эс юрă ту.
Çĕн çулпа пĕрле çĕнелтĕр,
Тусăм, пирĕн юрату!
Надежда ЗАВОДСКОВА,
Чăваш Республикин
тава тивĕçлĕ артистки.