АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ямашсене çитекенни пулмарĕ

01 января 2015 г.

Çĕнĕ çула кĕрес умĕн "Импульс" физкультурăпа спорт комплексĕнче тата Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ  Шăхасан вăтам пĕлÿ паракан шкулĕн спорт залĕнче районти арçынсен командисен хушшинче "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн вырăнти уйрăмĕн парнисене çĕнсе илессишĕн  йăлана кĕнĕ ăмăртăвĕ иртнĕ. Ăна савăнăçлă лару-тăрура  район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, партин вырăнти уйрăмĕн  ĕçтăвкомĕн ертÿçи А.Степанов тата Киров ячĕллĕ ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçи  Н.Андреев  уçнă.

Районти техника инвентаризацийĕн бюровĕн директорĕ В.Иванов Вăтакас Татмăш командине республикăра мала тухассишĕн ирттернĕ ăмăртура виççĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕшĕн кубок панă.

Хальхи ăмăртура Ямаш ял тăрăхĕн  команди пур тĕл пулăва та çĕнтерÿпе вĕçлесе мала тухнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Шăхасан тата Янкăлч командисем йышăннă. Çĕнтерÿçĕпе призерсене медальсем панă, укçан преми парса хавхалантарнă.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика