АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв инкексĕр ирттĕр

01 января 2015 г.

Канаш хулипе районĕнчи пушар хăрушсăрлăх инспекторĕсем 81 хутчен пушар сÿнтерме кайнă. Ачасен айăпĕпе вут-çулăм алхаснă тĕслĕхсем те пулнă. Чылай чухне ача-пăча шăрпăкпа вылянинчен.

Саккăрти Ваня ашшĕ-амăшĕ килте çук чухне шăрпăкпа выляса пăхма шутланă. Вут хыпса илнĕ. Кÿршĕсем тĕтĕм тухнине асăрханă та тÿрех пушарнăйсене шăнкăравласа пĕлтернĕ. Çăлавçăсем çитнĕ çĕре хваттерти пĕр пÿлĕмре вут-çулăм ялкăшнă, арçын ача вара балкон çине пытанса ларнă. Пушарнăйсем пĕлсе ĕçленипе çулăма сарăлма паман, ачана та инкекрен хăтарнă.

Сентябрь уйăхĕнче те çакнашкал факт пулнă. Тăххăрти арçын ача лупас тăрринче зажигалкăпа ашкăннă. Ку "вăйă", паллă ĕнтĕ, пушарпа вĕçленнĕ. Юрать-ха ача çухалса кайман, пушарнăйсене хăех чĕнсе илнĕ.

Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ, çитĕннĕ çынсем. Спичĕкпе зажигалка, тивсе каякан  япаласем ачасем валли маррине вĕсене аса илтерсех тăрăр. Ĕçлесе ларакан телевизора, компьютера никамсăр ан хăварăр. Пĕчĕк кăна çулăм пысăк пушар сăлтавĕ пулма пултарать.  

Пушар тухас-тăвас пулсан ачасене хăйсене мĕнле тытмаллине ăнлантарса парăр:

- аслисем килте çук чухне килте пушар тухрĕ тĕк вут-çулăмран аяккарах тармалла. Хваттере питĕрмен пулсан пĕр тăхтаса тăмасăр хваттертен тухса тарăр*

- çунакан пÿлĕмрен тухса тарнă чухне алăка хупса хăварма ан манăр! Çакă çулăма пÿлĕмсем тăрăх сарăласран чарса тăма май парать*

- çурта тултан питĕрсе хăварнă, унтан тухма нимĕнле май та çук пулсан, чÿречерен пулăшу ыйтса кăшкăрмалла*

- çунакан пÿлĕмре питĕ хăрушă, апла пулин те кравать айне, шкафа, ытти вăрттăн вырăна пытанма юрамасть! Ун пек чухне пушарнăйсене ачасене шыраса тупма йывăр*

- çири тумтир çунма пуçларĕ пулсан çĕр çине выртса йăваланмалла, çулăма сÿнтерме тăрăшмалла*

- подъездра пушар пулсан хваттертен ан тухăр. Балкон, чÿрече е форточка уçса пулăшу ыйтса чĕнĕр*

- Пушара сÿнтересси - çитĕннĕ çынсен ĕçĕ, анчах та пушарнăйсене ача та чĕнме пултараять. Пушар хурал службин номерĕ йывăр мар - 01. Кĕсье телефонĕпе 112 номерпе шăнкăравламалла.

Çĕнĕ çулти уявсене ирттернĕ чухне фейерверксем, бенгал çуртисем çутнă чухне уйрăмах асăрхануллă пулăр, унсăрăн инкек курса ларасси часах.

Пушар хăрушсăрлăх службин Канаш хулипе районĕнчи пайĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика