АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслăха тата çирĕплетер

01 января 2015 г.

Вăхăтăн хăйĕн чуппи, ăна тытса чарма та, васкатма та май çук. Акă тепĕр çулталăкпа каллех сыв пуллашрăмăр. Апла пулсан пĕтĕмлетÿ тума та вăхăт çитрĕ. Редакцие куллен тенĕ пекех сирĕнтен тĕрлĕ çыру килет. "Канаш ене" юратнине, çулсерен çырăннине, ăна чăтăмсăррăн кĕтнине пĕлтеретĕр эсир. Çакă пире çав тери хавхалантарать, тăрăшарах ĕçлеме хăват хушать. Тепĕр чухне канаш та ыйтатăр, сĕнÿ те паратăр, вырăнти лару-тăрупа паллаштаратăр. Паллах, туслăх çулсерен çирĕпленсе пыни, çĕнĕ юлташ тупăнни нимрен те хаклă пирĕншĕн.

Канаш енĕмĕр пурнăçне  пур енлĕн çутатса тăмашкăн хаçатпа çыхăну тытакансем - общество корреспонденчĕсем - сумлă тÿпе хыврĕç. Вырăнти авторсем пичет кăларăмне пуянлатма пултаруллă хутшăнчĕç, ырă хыпарсене вăхăтра çитерчĕç, кăлтăк-çитменлĕх çинчен çивĕччĕн çырчĕç.

Кăçал та хаçата тытăмĕ енчен пуянлатма кăларăмăн çывăх тусĕсем пулăшса пычĕç. Ку йыш пĕчĕкех мар. Хастар авторсене ят-хушаматран палăртса тав тăватпăр. Акă вĕсем: район администрацийĕн пресс-секретарĕ Антонина Тямина, Михаил Васильев (Йăлмачча), Алексей Зайцев (Кивĕ Шелттем), Михаил Иванов (Аслă Мами), Юрий Никитин (Вăтапуç), Людмила Филиппова (Шуркасси), Фаина Иванова (Матьшÿ), Валентин Григорьев (Атнаш), Любовь Антонова (районти полици), Маргарита Данилова (тавра пĕлÿ музейĕ), Надежда Васильева (Россельхознадзорăн республикăри управленийĕ), Геннадий Кузнецов (Çĕнĕ Шуртан), Зоя Петрова (Катек), Галина Шадрова (Çеçпĕл), Калиса Иванова (Янкăлч), Егор Васильев-Бурзуй (Шупашкар), Иван Федоров (лесничество), Римма Григорьева (Улаксар),  Людмила Пантелеймонова (Ачча) тата ыттисем.

2015 çулта та  пирĕнпе çыхăнăва татмасса шанатпăр. Авторсене те, вулакансене те Çĕнĕ çул ячĕпе чун-чĕререн ăшшăн саламлатпăр! Кăçал та пĕрлех пуласчĕ, туслăха тата çирĕплетесчĕ. Эпир пĕрле пулнипе вăйлă. Çыхăну çирĕп пултăрччĕ, хăват ан иксĕлтĕрччĕ.

Хаçат редакцийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика