01 февраля 2013 г.
Шупашкарта фитнес-аэробика енĕпе республикăра мала тухассишĕн уçă ăмăрту иртнĕ. Унта 31 команда хутшăннă. Сызрань тата Самар облаçĕсенчен те килнĕ. Пирĕн район чысне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ Ольга Аристархова хатĕрленĕ "Импульс" команда хÿтĕленĕ. Командăра – Шăхасан вăтам шкулĕнче вĕренекен Даша Петрова, Стелла Ефимова, Кристина Платонова, Эмма Николаева, Настя Захарова, Лера Иванова тата Аля Владимирова.
Пирĕн хĕр пĕрчисем пысăк ăсталăх кăтартса виççĕмĕш вырăн йышăннă. Ольга Аристархова çакăн евĕрлĕ ăмăртăва малашне темиçе команда тăратас шухăшлă.
А.ВИТАЛЬЕВ.