01 февраля 2013 г.
Самана йăлт улшăнчĕ. Ялсенчи пĕтĕм çамрăк шкултан таврăнсан сумкине таçта айккине перет те тÿрех компьютер çине ÿпĕнсе тĕрлĕрен клип, кино, концерт пăхма тытăнать. Телевизор та кирлĕ мар. Каçсерен клуба кино курма çÿрени тахçанах манăçа тухнă. Çакăн пек "компьютеризаци" тапхăрĕнче ялти библиотекăсене кĕнеке-хаçат вулама çÿрекенсем юлнă-ши;
- Ма юлман, юлнă, - тет Çĕнĕ Шелттемри ял библиотекин заведующийĕ Таисия Иванова. - Паллах, ĕлĕкхи чухлех мар ĕнтĕ, çапах та паян кун пилĕк ялтан - Çĕнĕ, Кивĕ Шелттемсенчен, Маякран, Воронцовкăран, Кашкăр-çырминчен библиотекăна 739 çын çырăннă. Эпĕ кунта ĕçлеме пуçланă чухне, 1982 çулта, пирĕн ял Совет территорийĕнче 1717 çын пурăнатчĕ, вулакансем те йышлăрахчĕ, халĕ халăх шучĕ 400 çын ытла чакнă.
Таисия Васильевна Çĕнĕ Шелттемре çуралса ÿснĕ, мĕн ачаран кĕнекепе туслă пулнă. Çак юратăвах ĕнтĕ Таиçе Çĕрпÿри культура училищине вĕренме кĕме хистенĕ. Унти библиотека филиалĕнчен вĕренсе тухса диплом илсен тÿрех çак вулавăшра ĕçлеме пуçланă.
- Вулавăша ытларах кам çÿрет, Таисия Васильевна;
- Шкул ачисем. Пенсионерсем те чылаййăн, рабочисемпе служащисем те пур.
- Пенсионерсен юратнă авторсем, уйрăмах кăмăла каякан кĕнекесем те пур пулĕ;
- Ял çыннисем чăваш писателĕсен хальхи саманара пурăнакан çынсен пĕр-пĕрин хушшинчи çыхăнăвĕсене сăнласа паракан кĕнекисене ытларах килĕштереççĕ. Сăмахран, Нелли Петровскаян "Тăм тивнĕ каç", Улька Эльменĕн "Ма инçе-ши çăлтăрăм" кĕнекисене кăмăллаççĕ.
"Хальхи вăхăтри шкул ачисем кĕнеке вулама юратмаççĕ", - тенине час-часах илтме пулать. Ман шутпа, ку пĕртте тĕрĕс мар. Спорт шкулĕпе пирĕн вулавăш вăтам шкул çывăхĕнчех вырнаçнă та, ачасем киле кайнă чухне малтан спорт шкулне, ун хыççăн темле пулсан та вулавăша кĕрсе тухаççех. Ачасен кĕнеке вулас туртăмне вăйлатас енĕпе пирĕн хамăрăн, вулавăшра ĕçлекенсен, ытларах тăрăшмалла. Сăмахран, эпĕ ачасем кунта килес умĕн вĕсем валли викторинăсем, кĕнекепе çыхăннă вăйăсем хатĕрлесе хуратăп. Ку енĕпе мана "Последний звонок" ятлă журнал пысăк пулăшу парать. Эпир кĕнекесенчи калавсемпе паллашатпăр, тĕрлĕрен вăйă вылятпăр. Ытларах кунта 1-6-мĕш классенче вĕренекенсем çÿреççĕ.
Аслăрах классенче вĕренекенсене сочинени е реферат çырма кунта меллĕрех. Вĕсем валли те мероприятисем малтанах планласа хуратпăр.
- Вулавăш çĕнĕ кĕнекесемпе мĕнле пуянланса пырать; Хальхи вăхăтра илемлĕ литература туянма укçа-тенкĕ тупăнаять-ши;
- Ку енĕпе калас пулсан, эпĕ ĕçлеме пуçланă чухне çулталăкра пиншер, пин çурăшар кĕнеке килетчĕ. Эпир вĕсене инвентарь кĕнеки çине çырса та ĕлкĕрейместĕмĕрччĕ - каçхине те çырнă, кăнтăрла та, канмалли кунсенче те. Вăл çултисемпе танлаштарсан, самани те улшăнчĕ, укçи-тенки те хĕсĕкленчĕ. Çĕр, ик çĕр, виç çĕр экземпляр килкелет.
Пирĕн спонсор нумай, вĕсене те асăнса хăварас килет. Ялта тĕслĕх вулавăш уçăличченех Шупашкарта ĕçлесе пурăнакан хамăр ял çынни Александр Морозов питĕ нумай кĕнеке туянса пачĕ. Тепĕр пулăшакан вăл - Николай Германович Николаев. Вăл та пире çĕнĕ кĕнекесемпе савăнтарсах тăрать.
Вулавăш планĕнче тĕрлĕ конкурс ирттересси те малти вырăнта тăрать. Тĕслĕхрен, эпир кашни çулах Чăваш наци библиотеки пуçарăвĕпе "Чи лайăх вуланакан кĕнеке" мероприяти ирттеретпĕр. Пĕлтĕр пирĕн "Литературная Чувашия: самая читаемая книга" ятпа конкурс иртрĕ. Малтан кĕнекесен куравне йĕркелерĕмĕр, унтан калаçусем, кĕнеке тишкерĕвĕсем, тĕл пулусем пулчĕç. Çак мероприяти чăваш çыравçисен чи лайăх вуланакан кĕнекисене палăртма пулăшать.
Вăрăм тăрăхĕ паллă çынсемпе пуян. Пирĕн Краснов Вячеслав Максимовича тав туса калама сăмах та çитеес çук. Çĕнĕ Шелттемре вулавăш 1935 çултах, клубпа пĕр çуртра уçăлнă. Çурчĕ йывăç пулнă та, чылай çĕрĕшнĕччĕ, ăна тĕпрен юсамаллаччĕ. Çак ĕçре пире Вячеслав Максимович питĕ пулăшрĕ. Çак çуртăн тул енне кирпĕчпе хăпартрăмăр, шал енчен тирпей-илем кĕртрĕмĕр. Халĕ пирĕн вулавăшра, хăвăрах куратăр, питĕ хăтлă, илемлĕ, ăшă.
Таисия Васильевна тăван тавралăха, ялсен историне, таврари паллă çынсен пурнăçне тĕпчет, ватă çынсен асаилĕвĕсене çыра-çыра илет. Вăл пуçарнипех ялта мини-музей уçăлать. Унта валли хресченсен ĕç хатĕрĕсене, ĕлĕк-авал чăвашсем тăхăнса çÿренĕ тумтире пуçтарать. Çавна май кунти вулавăша та "Тăван тавралăх вулавăшĕ" ят параççĕ.
Таисия Васильевнăна Кивĕ Шелттемре çуралса ÿснĕ, манăçа тухнă Илья Семенов сăвăç пурнăçĕ канăç памасть. Вăл ялти ватăсемпе, сăвăç тăванĕсемпе тĕл пулса вĕсен асаилĕвĕсене çыра-çыра илет, вĕсенчен Илья Семенова халалласа пысăк альбом хатĕрлет.
Вăрăм пулман Илья Семеновăн пурнăçĕ. 1923 çулта çуралнăскер, вăл Кивĕ Шелттемри пуçламăш, Вăрăмпуçĕнчи тулли мар вăтам шкулсенчен вĕренсе тухать, ун хыççăн Канашри педагогика училищинче вĕренсе учитель профессине алла илет. 1940 çулта диплом илнĕ çамрăк учителе Атнаш шкулне ĕçлеме яраççĕ. Унта вăл 1942 çулхи февраль уйăхĕчченех, вăрçа кайиччен, кĕçĕн класри ачасене вĕрентет. Пĕр вăхăт Илле Чулхулара вăрçă ĕçне вĕренет, унтан тÿрех хаяр çапăçусене лекет. Пĕр çапăçура Кивĕ Шелттем каччи хытах аманать, госпитальсенче чылай вăхăт хушши сипленнĕ хыççăн, 1943 çулхи май уйăхĕнче, ăна тăван яла сывалма яраççĕ. Пĕр эрне килте асапланса выртнă хыççăн Илле, 20 çула та çитеймесĕр, пурнăçран уйрăлать.
- Илюкка (ăна çемьере ачашласа çапла чĕннĕ) шкула кайичченех сăвăласа калаçма пĕлнĕ тет, - каласа парать пире Шелттемри спорт шкулĕнче бухгалтерта ĕçлекен, Илья Семеновăн тăванĕ Зинаида Ивановна Леонтьева. - Асанне çапла каласа панине ас тăватăп: "Иксĕмĕр вăрмана каяттăмăрччĕ те, Илюкка çÿлелле пăхса йывăçсемпе çынпа калаçнă пек калаçса пыратчĕ. Шалтах тĕлĕнтеретчĕ".
Илья Семенов Вăрăмпуçĕнчи 7 класлă шкулта вĕреннĕ чухне сăвăсем çырма пуçлать. Районта тухса тăракан "Социализмшăн" хаçат "Илле Илем" псевдонимпа çыракан пултаруллă ачан "Улăхра", "Володя сăмахĕ", "Савни парни" хайлавĕсене кун çути кăтартать. Вăрçă пуçлансан, Атнаш шкулĕнче ĕçленĕ тапхăрта, кайран, фронта кайсан, хаяр çапăçусем хыççăн хутпа кăранташ тытса сăвăсем шăрçалать. Илле Илемĕн хаяр тăшмана питлесе çырнă "Тăшмана - вилĕм", "Артиллерист сасси" сăввисем асра юлаççĕ.
- Çак сăвăсене хумханмасăр вулама çук, - тет Таисия Васильевна. - Унта вăл Тăван çĕршыва чунтан юратма, ăна тăшманран хÿтĕлеме чĕнет.
- Тăван яла сывалма ярсан та вилмеллех аманнă Илюкка тете сăвă çырма хутпа кăранташ ыйтатчĕ тет. Сывлăш çитмест тесе урайне антарса вырттарма ыйтатчĕ тет, - асламăшĕ каласа панине аса илет Зинаида Ивановна. - Илюкка тете вăрçăра артиллери разведчик-корректировщикĕ пулнă, çÿллĕ чăрăш тăрринче ларса раципе тăшмансен танкĕсем, тупписем ăçта вырнаçнине кăтартса тăнă. Пĕр хаяр çапăçу вăхăтĕнче Илле тете ларакан йывăçа снаряд лекет, вăл аяла персе анать, контузи илет, çĕр айне варăнса юлать. Чылай выртнă хыççăн тăна кĕрет, çĕр айĕнчен йăраланса тухать. Тем вăхăтран ăна санитарсем шыраса тупаççĕ.
Илле Илем сăввисем уйрăм кĕнекепе тухайман. 1972 çулта Чăваш кĕнеке издательстви вăрçăран таврăнайман 21 çамрăк авторăн хайлавĕсене "Вĕçлеймен юрăсем" ятлă кĕнекере пичетленĕ. Унта Кивĕ Шелттем каччин "Артиллерист сасси" тата "Тăшмана - вилĕм" ятлă икĕ сăввине кĕртнĕ. Зинаида Леонтьева каланă тăрăх, поэтăн сăвă тетрадьне Кайăкьялĕнче пурăнакан аппăшĕн ачисем илсе кайнă та каялла тавăрса паман. Ăçта выртать-ши çак хаклăран та хаклă сăвă тетрачĕ; Вăл тупăнсан Илле Илем çырнисене уйрăм кĕнекепе пичетлесе кăларма та май пулĕччĕ.
Манмаççĕ хăйсен паллă ентешне шелттемсем. Вăтам шкулта Иллене асăнса ятарлă стенд йĕркеленĕ, унта сăвăçăн кĕске пурнăçĕнчи паллă тапхăрсене сăнласа кăтартнă, сăн ÿкерчĕкне, сăввисене вырнаçтарнă. Шкулта "Çамрăк çыравçă" ятпа литература кружокĕ ĕçлет, ăна чăваш чĕлхине вĕрентекен Надежда Петровна Сергеева ертсе пырать. Эпĕ вулавăша пырсан Таисия Васильевна Илле Илемĕн сăввине вулама литература кружокĕн хастар членне, 7-мĕш класра вĕренекен Артем Зайцева чĕнсе илчĕ. Артем поэтăн "Артиллерист сасси" сăввине пысăк хавхаланупа вуласа пачĕ:
Фашист, урнă йытă, шăвать сăрт-ту урлă,
Шăвать антăхса юн ĕçме ма лалла.
Разведчик, пул çивĕч,
наводчик - хăюллă.
Тĕп-тĕрĕс персе аркатар тăш мана.
Шăвать ирсĕрскер, хурах, урлă хупласшăн
Хитре хулана та чечеклĕ яла.
Анчах, çук, хуплаймĕ. Эпир ну май, йышлă,
Эпир нихăçан пулас çук аяла.
Çуралнă çĕршывшăн, мухтавлă çĕршывшăн,
Юратнă çул пуçшăн пĕр харăс тăрса
Çĕр-шыв çитĕнтернĕ хастарлă хĕр-ывăл
Çĕкленчĕ хаяр, çĕнтерÿллĕ
вăрçа.
Ялти вулавăшра та Илеме асăнса Таисия Васильевна альбом тунă, унта та ун сăввисене, ялти ватă çынсен асаилĕвĕсене, вăрçă хирĕсенчен янă икĕ çырăва вырнаçтарнă. Пĕр çырăвĕ - хăйĕн, тепри - Сталинград патĕнчи хаяр çапăçура çухалнă Петĕр пиччĕшĕн. Илле çырăвĕнче тăван ялшăн, тăванĕсемшĕн питĕ тунсăхлани çинчен кулянса çырать. Экспонатсем пухас ĕç вĕçленмен-ха, малалла пырать.
Кăçалхи утă уйăхĕнче Илья Семенов çуралнăранпа 90 çул çитет. Çак паллă датăна унăн ентешĕсем тивĕçлипе паллă тăвасшăн.
Таисия Васильевна Иванова пуçарнипе 2011 çулхи майăн 25-мĕшĕнче Кивĕ Шелттемре Илья Семенов çуралса ÿснĕ çурт çине Асăну хăми вырнаçтарнă. Кунта район тата ял тăрăхĕн администрацийĕсен ĕçĕсен пĕлтерĕшне пысăка хурса хакламалла.
– Эпир хамăрăн паллă ентешсемпе савăнатпăр, мухтанатпăр, - тет вулавăш ертÿçи Таисия Васильевна. – Тепĕр паллă çын вăл - Кивĕ Шелттем ялĕнче çуралса ÿснĕ Кузьмин Петр Николаевич - Петĕр Çăлкуç сăвăç. Шел пулин те, вăл виçĕм çул пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Çакна каласа хăварас килет: виçĕм çул эпир Питрав кунĕ икĕ Шелттем çамрăкĕсем, ватă çыннисем пĕрле пуçтарăнса Вăрăм шывĕ урлă хывнă пысăк кĕпер çинче Аслă вăйă ирттертĕмĕр. Ку пирĕн мĕн авалтан пыракан йăла. Кунта çамрăксем пĕр-пĕринпе паллашнă, чылай чухне тем вăхăтран çемье те çавăрнă. Шăпах эпир кĕпер çинче карталанса юрă юрланă вăхăтра пирĕн пата Шупашкартан Петĕр Çăлкуçпа унăн мăшăрĕ Ольга çитрĕç. Çав тери лайăх сăмахсем каларĕ çавăн чухне Петĕр Çăлкуç: "Мĕн тери пултаруллă вĕт-ха эсир, çавăн чухлĕ халăха пуçтарса Питрав вăййи йĕркелеме пултарнă!" - терĕ. Кайран пирĕнпе пĕрле юрларĕ, ташларĕ. Питрав хыççăн нумай та вăхăт иртмерĕ, вăл пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Çамрăк пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ.
Унăн кĕнекисене пирĕн ачасем юратса вулаççĕ. Çав кĕнекесемпе час-часах литература вулавĕсем, викторинăсем, тĕл пулусем ирттеретпĕр.
Петĕр Çăлкуçа асăнса пĕлтĕрхи август уйăхĕнче вăл çуралса ÿснĕ çурт çине Асăну хăми вырнаçтартăмăр. Эпир савăнатпăр çавăн пек ентешсем пурришĕн, вĕсене яланах асра тытатпăр. Вĕсем çуралнă кун, юбилей кунĕсенче Асăну хăми умĕнче тĕрлĕ мероприяти ирттерме хатĕрленетпĕр. Тата çав кун Асăну хăми умне чĕрĕ чечексем хуратпăр.
Нумаях пулмасть Таисия Васильевна хăйĕн юбилейне паллă турĕ. Çав кун ăна ĕçтешĕсем, тăванĕсем ырă сăмахсем каласа саламларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç. "Çак сăмахсем хыççăн ман тата лайăхрах ĕçлес кăмăл çуралчĕ, - тет Таисия Васильевна. - Пĕрре те пенсире ларас килмест. Вулавăшра çĕнĕ мероприятисем ирттерес килет, тата туса пĕтермен ĕçсем пур вĕт-ха: статьясене, материалсене пĕрле пухса брошюра е кĕнеке кăларас ĕмĕт пур. Тумалли ĕç пайтах".
В. ЛАПИН.