01 февраля 2013 г.
Районта ачасем автоинкеке лексе сусăрланни çивĕч ыйтусенчен пĕри шутланать. Практика çакна çирĕплетет, ачасем кустăрма айне ытларах чухне кану тапхăрĕ хыççăн лекеççĕ. Каникулта шăпăрлансем çул çине питех тухса çÿремеççĕ, автотранспорт çывăхран час-часах иртсе çÿременрен вĕсем çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисем пирки манаççĕ тейĕн.
Ачасене автоинкекрен сыхласа хăварас, çулсем çинче хăйсене тĕрĕс тытма вĕрентес тĕллевпе районта "Асăрхăр, ачасем!" профилактика мероприятийĕ ирттернĕ.
Профилактика мероприятийĕ иртнĕ вăхăтра ГИБДД сотрудникĕсем шкулсенче пулса çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă калаçусем тата викторина-конкурс йĕркеленĕ.
Хĕллехи тапхăрта тул часах çуталса çитмест. Çул хĕррипе пыракан çынна водитель тÿрех асăрхаса ĕлкĕреймесен те пултарать, çавăнпа та çутта каялла хирĕç тавăракан хатĕрсем çакса çÿреме манмалла мар.
Д.ГУСЕВ,
РФ ШĔМĕн районти ГИБДД начальникĕ.