АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçне кура – хисепĕ

01 февраля 2013 г.

Вĕрентекен çĕр çинче чи пултаруллă, чи ăслă тата чи хисеплĕ çынсенчен пĕри. Катек вăтам шкулĕнче физикăпа математика предмечĕсене вĕрентекен Зоя Васильевна Леонтьевăна çут çанталăк ырă енĕсене çеç панă тейĕн.

Вăл 1953 çулхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнче Янкăлч ялĕнче йышлă та ĕçчен çемьере кун çути курнă. Ашшĕпе амăшĕ ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса ÿстернĕ. Ĕçчен те мал ĕмĕтлĕ Зоя ялти шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институчĕн физикăпа математика факультетне (физика уйрăмне) вĕренме кĕнĕ.

Аслă пĕлÿ илнĕ çулсенче студентка вĕренÿре малта пулнă, спортра та çитĕнÿсем тунă. Алла диплом илсен, 1975 çулта, ăна Ачча ялĕнчи шкула ачасене физикăна вĕрентме янă. Çак шкултах вăл хăйĕн пулас мăшăрĕпе паллашнă.

1984 çултанпа Зоя Васильевна Катек вăтам шкулĕнче вăй хурать. Вăл ачасене ĕçе юратма, çынна хисеплеме вĕрентет. Вăйлă профессионал хăйĕн ĕçне лайăх пĕлет. Ачасене тарăн пĕлÿ парас тесе тăрăшса ĕçленĕшĕн ăна 1989 çулта РСФСР Министерствин Хисеп грамотине парса чысланă, 2001 çулта "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн Хисеплĕ ĕçченĕ" ята илме тивĕç пулнă. Ăста педагог çавăн пекех ытти наградăсене те илме тивĕçнĕ.

Зоя Васильевна вĕрентекен ачасем çулсерен районти олимпиадăсенче, конкурссенче мала тухаççĕ. Педагог обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнать. Темиçе çул ĕнтĕ вăл шкулти профком председателĕ.

"Ĕçне кура – хисепĕ", – теççĕ халăхра. Хăйĕн ĕçне пĕтĕм чунĕпе парăннă вĕрентекене ял-йыш хисеплет. Зоя Васильевна çавăн пекех ырă кăмăллăхĕпе тата ăнланулăхĕпе палăрса тăрать, пур ыйтăва та тивĕçлĕ татса пама пултарать. Унăн сăмахĕ уçăмлă та витĕмлĕ, шухăшĕсене çивĕччĕн хÿтĕлеме пĕлет педагог. Хăйне пуринпе те тан тытать, чунне уçса калаçать, шÿтлеме юратать.

60 çул – çынра ăсталăх тата ăс-тăн çирĕпленсе çитнĕ вăхăт. Зоя Васильевна çак кунсенче хăйĕн сумлă юбилейне паллă тума хатĕрленет. Шкул коллективĕ тата çывăх тăванĕсем ăна пĕтĕм чун-чĕререн саламлаççĕ, çĕнĕ çитĕнÿсем тума ăнăçу сунаççĕ.

Н.БОРИСОВА,

пуçламăш классене вĕрентекен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика