01 февраля 2013 г.
Иртнĕ çул Ачча ял тăрăхĕн "Шевле" фольклор ансамблĕ "халăх коллективĕ" ятпа таврари ялсен çыннисене пултарулăхĕпе савăнтарма пуçланăрăнпа 15 çул çитнине паллă турĕ. Уяв ячĕпе саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ К.Никоноров, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ С.Лаврентьева, Чăваш Республикин халăх артисчĕ В.Васильев, хулари Культура керменĕ çумĕнчи "Канаш" халăх хорĕ, Вăтакас Татмăш вăтам шкулĕнчи ачасен "Укăлча" фольклор ансамблĕ, районти ял тăрăхĕсен тĕп культура çурчĕ çумĕнчи "Ентешсем" ушкăн, Канашри ветерансен хорĕ килчĕç. Савăнăçлă мероприятие юбилярсем чăвашсен "Улах" тата "Вăйă" музыкăпа хореографи композицийĕпе уçрĕç. "Шевле" ячĕпе ытти коллективсем кăтартнă юрра-ташша Катек тата çывăхри ялсен çыннисем, чĕннĕ хăнасем пăхса киленчĕç.
Пултарулăх коллективĕн кун-çулĕ 1991 çулта çырăнма пуçланă. Ун чухне унăн ячĕ те пулман-ха. Фольклор ансамбльне таврари паллă юрăç О.Егорова ертсе пыма тытăннă. Ольга Леонидовнăна В.Димитриев аккомпаниатор пулăшса пынă. Малтан ун йышĕ 8-10 çынран тăнă. Вĕсем – культура ĕçченĕсем, ял хуçалăх специалисчĕсем, шкулта ĕçлекенсем, çамрăксем, пенсионерсем. Çулсерен юрлама-ташлама ухута çынсем хушăннă, часах çирĕме çитнĕ. 1997 çулта ансамбль ячĕ çумне "халăх" сăмах хушăннă. Çак хисепе ял артисчĕсем анатри чăвашсен ырă йăлисене тепĕр хут чĕртсе янăшăн тивĕçнĕ. "Шевле" çутисем тăван районта кăна мар, ун тулашĕнче те "йăлкăшма" тытăннă. Вăл пултарулăхне Шупашкарти, Ульяновскри тата Самарти Культура керменĕсен сценисем çинче пĕрре мар кăтартнă.
Фольклор этемлĕх культурин тĕрлĕ енлĕ пуянлăхне тарăннăн ăнланнипе вырăнти ырă йăласен никĕсĕ çинче аталанать. Коллектив хăйĕн репертуарне çăварни, мункун, вăйă, улах, салтак, хăна, ĕçкĕ, утçи юррисене, халăхра сайра тĕл пулакан, манăçа тухма пуçланă ĕлĕкхи юрăсене кĕртнĕ. Вĕсене купăспа е баянпа шăрантараççĕ, массăллă номерсенче шавлă музыка инструменчĕсемпе усă кураççĕ.
Ансамбль ялти культура çуртĕнче халăха концерт кăтартнипех çырлахса лармасть. Фольклор искусствине пропагандăлас енĕпе районта тата ун тулашĕнче пысăк ĕç тăвать. Ачча ял тăрăхĕн артисчĕсене кирек ăçта та ăшшăн, кăмăллăн кĕтсе илеççĕ. Коллектив кашни çулах районăн ĕçпе юрă тата спорт уявне, Республика кунне халалланă мероприятисене, смотр-конкурссене, юрă уявĕсене хутшăнать, темиçе хутчен те çĕнтерÿçĕсемпе призерсен йышне лекнĕ. Куравçăсене уйрăмах вырăнти юрăсемпе ташăсем, чăваш наци йăлисен сюитисемпе композицийĕсем килĕшеççĕ, хăпартлантараççĕ, кăмăлĕсене çĕклеççĕ.
Иртнĕ çулхи утă уйăхĕнче Ульяновск облаçĕн Искусство тата культура политикин министерствипе Павловка районĕн администрацийĕ наци культурисен 15-мĕш хут иртекен "Поволжская глубинка" фестивальне хутшăнма чĕнсе хут янă. Ачча тăрăхĕн артисчĕсем ăна хапăлласа йышăннă. Юрă-ташă уявне Атăл тăрăхĕнчи регионсенчен пынă. Павловка поселокĕ область центрĕнчен 300 çухрăмра вырнаçнă. Çавăнпа та юрлама-ташлама ăстасен палăртнă вăхăт тĕлне ĕлкĕрес тесе инçе çула кăвак çутлах тухма тивнĕ. Фестивале килнĕ ансамбльсем поселок урамĕсемпе юрласа-ташласа пынă, çакăн хыççăн уяв сцени çинче пултарулăхне кăтартнă. Тепĕр кун "Шевле" Мордва Шмалакĕ ятлă ялăн клубĕнче концерт лартса панă. Куравçăсем, Павловка райадминистрацине ертсе пыракансем чăваш халăх ташши-юррипе кăмăллă юлнă. Апла пулсан Ачча тăрăхĕ тăван республика чысне çÿллĕ шайра хÿтĕленĕ.
Тăватă çул каялла "Шевле" ансамбль Самар облаçĕнчи Похвиçнĕ районĕнче чăваш фольклорĕн фестивальне хутшăннă. Пирĕн ентешсем виççĕмĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ. Фестиваль çĕнтерÿçи – çак районти Ăрсăел ялĕнчи "Терекел" фольклор ансамблĕ. Ăрсăелсем аччасене хăйсем патне хăнана чĕннĕ. Тул çутăличченех культура çуртĕнче Ăрсăел тата Ачча тăрăхĕнчи чăвашсен хăна, туй, салтак юррисем, такмаксем, ташă кĕввисем янăрарĕç. Кĕреке хушшине ларса çывăхрах паллашрĕç, пĕр-пĕрин пурнăçĕпе, ĕç-хĕлĕпе кăсăкланчĕç.
– Вĕсем Чăваш Ене питĕ кайса курасшăн пулнине пĕлтерчĕç. Мĕнле пурăнать унти халăх, епле савăнаççĕ, чăвашсен авалхи йăли-йĕрки сыхланса юлнă-и – пурте интереслентерчĕ вĕсене. Унсăр пуçне хăйсен пултарулăхне кăтартас кăмăллă пулчĕç, – терĕ Ольга Леонидовна.
Уйăхран тулай чăвашĕсем, ытарлăрах каласан, аякри çывăх тăвансем чăваш çĕрĕ çине ярса пусрĕç. Вĕсене Канаш хулипе, унти паллă вырăнсемпе, Совет Союзĕн Геройĕ А.П.Петров ячĕллĕ Ачча вăтам шкулĕпе, Катек ялĕпе, унти культура çурчĕпе, библиотекăпа паллаштарчĕç. Хăнасем пысăк концерт лартса пачĕç. Ăна курма Ачча тăрăхĕн территоринчи Çĕнĕ Ачча, Йăлмачча, Кушăк ялĕсенче пурăнакансем те килчĕç.
"Шевле" çумĕнче шкул ачисен ушкăнĕ те пур, вăл "Укăлча" ятлă. Çапла майпа ачасем пĕчĕклех асаттесемпе асаннесен аваллăхран юлнă пултарулăх пуянлăхĕпе паллашаççĕ, вĕсене тăван кĕвве, юрра, ташша юратма хăнăхтараççĕ. Çамрăк ăрăва чăвашсен йăли-йĕркине хисеплеме вĕрентес ĕçре Катек вăтам шкулĕн вĕрентекенĕсен А.Васильеван, В.Германовăн, З.Леонтьеван тата Т.Васильеван тÿпи сахал мар. Çамрăк талантсемпе тăван культурăна чунĕпе юратакан, Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă В.Димитриев ĕçлет. Виталий Кузьмич ялсене тухса çÿресе вырăнти халăх юррисене çырса илет, вĕсене ансамбль репертуарне кĕртет.
Ансамблĕн активлă членĕсенчен пĕри – Катекри тĕслĕх библиотека заведующийĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.Степанова. Культура ĕçĕнче вăл – 40 çул ытла. Валентина Евлампьевна "Халăх пултарулăхĕн кĕтесне" йĕркеленĕ, унта ĕлĕкхи чăвашсен кил-çуртра тыткаламалли япаласем, теттесем, тĕрĕсем, чĕнтĕрсем упранаççĕ.
Ансамбле нумай çул çÿрекенсем татах та пур, вĕсем – Ачча ял тăрăхĕн эксперт специалисчĕ М.Порфирьева, Кушăк ялĕнчи клуб заведующийĕ И.Иванов, Ачча ветеринари участокĕн врачĕ Л.Семенова, Катекри фольклор пултарулăх çуртне нумай çул ертсе пынă И.Корытников, Н.Платонова предприниматель, культура ĕçченĕ Г.Иовлева.
"Шевле" фольклор ансамблĕ Чăваш Республикинчи Халăх пултарулăх çурчĕпе Чăваш наци радиовĕ республикăри фольклор коллективĕсен "Иксĕлми çăлкуçсем" конкурсне хутшăннă. Коллектива тата унăн ертÿçине О.Егоровăна Чăваш Ен Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин Тав çырăвĕпе хавхалантарнă.
В. АЧЧА.