АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Телесюжетăн тĕп сăнарĕсем – 1252 хур тата 6 пони

01 февраля 2013 г.

Пирĕн районта "Чăваш Ен хыпарĕсем" телепрограмма ертÿçи Алена Алексеева тата Владимир Сергеев оператор пулчĕç. Вĕсем фермер хуçалăхĕсем мĕнле аталаннипе кăсăкланчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов тата унăн çумĕ Анатолий Егоров вырăна кайса ку енĕпе ĕçсем епле пынипе паллаштарчĕç.

Иртнĕ çул "Фермер ĕçĕсене пуçăнакансене 2012-2014 çулсенче пулăшасси" ведомствăллă тĕл-левлĕ программăпа килĕ-шÿллĕн районта виçĕ фермер хресчен (фермер) хуçалăхне аталантарма патшалăхран 1100 пин тенкĕлĕх грант илнĕ. Анаткас ялĕнче пурăнакан Иван Протасов çак укçапа ял хуçалăх отрасльне аталантарма техника туяннă. Вăл 200 гектар çинче тĕш тырă ÿстернĕ, гектартан вăтамран 24 центнер туса илнĕ. Сиккассинчи Олег Шпаков та гранта тивĕçнĕ. Вăл 144 гектар çинче тухăçлă тыр-пул, çĕр улми тата пахча çимĕç çитĕнтернĕ.

Ушанар фермерĕ Людмила Степанова уйăрса панă укçа-тенкĕпе аш-какай хатĕрлессине анлăлатнă. Унăн хуçалăхĕнче 57 сурăх тата 7 путек.

Çĕнĕ Чалкассинчи Александр Кондрашов фермер хуçалăхĕнче журналистсене хурсем какалатса кĕтсе илчĕç. Вĕсен йышĕ – 1252. Кунсăр пуçне вăл 400 пуç сурăх, 70 яхăн кролик тытать. Хурсене виççĕмĕш çул ĕрчетет. Ĕçĕ, паллах, канăçсăр, усламĕ вара пурах. Фермер хуçалăхĕ пысăк. Пур çĕрте те тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланать.

Хучел ялĕнче тележурналистсем валли интереслĕ сюжет тупăнчĕ. Çак ял çынни Николай Николаев, мĕн пенсие тухичченех районăн тĕп ветеринари тухтăрĕнче ĕçленĕскер, 1992 çултанпа пĕчĕк лаша, пони, тытать. Паянхи кун тĕлне улттă унăн вĕсем. Пĕлтĕрхи юпа уйăхĕччен çиччĕ пулнăччĕ. Тăваттăмĕш модельлĕ "Жигули" çул çинче çиччĕмĕшĕн пурнăçне татнă. Çывăх вăхăтрах йыша тата тепĕр пони тихи хушăнмалла. Николай Николаевичăн илем кÿрекен выльăхсемпе интересленесси мĕнрен пуçланса кайнă-ха; Унăн хуравĕ çапла пулчĕ:

– Вун пĕр çул каялла шкул ачисен çуллахи каникулĕ пуçлансан хамăн ачасене Етĕрнери лаша заводне илсе кайрăм. Юртă лашасене çав тери юрататăп. Понисене курсан ултă çулти хĕрĕм çак чиперкке пĕчĕк лашасене туянса пама тархасларĕ. Хирĕçлеймерĕм, яла пĕчĕк тихапа таврăнтăмăр. Ман тĕпренчĕкĕм еплерех çакăншăн савăнчĕ – вĕçсе кайманни кăна. Каярахпа кĕсрине те туянма тиврĕ. Темиçе çултан çĕнĕ ăру хушăнчĕ. Кунта тата, акă, мĕн интересли: виçĕ çул хушши тихасем шăпах эпĕ çуралнă кун, çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче, çут тĕнчене килчĕç.

Николай Николаевич çакна та палăртрĕ: понисем ĕçне çининчен нумайрах тăваççĕ – талăкра вĕсене 3 кило утă тата 1 кило сĕлĕ кирлĕ. Вĕсен çÿллĕшĕ – 85-95 сантиметр, виçи – 220-250 килограмм. Тиевĕ вара хăйĕн виçинчен икĕ хут йывăртарах. Тин кăна хăмланă тиха 20 килограма яхăн. Ветеринари ветеранĕн хуçалăхĕнче понисемсĕр пуçне 9 сысна, 1 ĕне, йытă тата икĕ кушак.

– Понисене пăхма мана вĕсене юратни тата вĕсемшĕн тăрăшни пулăшаççĕ, – терĕ Николай Николаевич пирĕнпе ăшшăн сыв пуллашса.

А.ТЯМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика