АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Переезд тимлĕ пулма хистет

18 июля 2014 г.

Чукун çул переезчĕсем хăрушă вырăн пулни пуриншĕн те паллă. Анчах çакна шута илменнисем те тупăнаççĕ. Переездсенчи йĕркелĕхе тĕрĕслес тĕллевпе июлĕн 25-мĕшĕнче районта ятарлă рейд иртет. Кăçалхи 6 уйăхра асăннă вырăнта пĕр авари пулнă, телее, никам та аманман. ГИБДД сотрудникĕсем чукун çул урлă каçмалли правилăсене пăснă 43 факта шута илнĕ. Аса илтеретпĕр, чукун çул урлă ятарлă вырăнтан каçманшăн, шлагбаум хупă тăнă е ăна уçма пуçланă, е светофор сигналĕ хĕрлĕ çуннă чухне переезд çине кĕрсе кайнăшăн, переезд çинче чарăнса тăнăшăн 1 пин тенкĕ штраф тÿлеттереççĕ е 3 уйăхран пуçласа 6 уйăхчен правана туртса илеççĕ. Çак статьяпах тепĕр хут айăплансан пĕр çула транспорт хатĕрĕпе çÿремелли ирĕкрен хăтараççĕ.

Д.ГУСЕВ, районти ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика