АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Эпĕ тата сакăр ачана та усрава илме хатĕр", - тет Эльвира Жиглаева

18 июля 2014 г.

"Эпĕ тата сакăр ачана та усрава  илме хатĕр", - тет Эльвира Жиглаева

Куславкка районĕнчи Туканаш ялĕнче пурăнакан Жиглаевсен çемйипе эпĕ ăнсăртран паллашрăм: отпускра чухне 50 çул каялла хампа пĕрле Ставрополь хулинче çар службинче пулнă Александр Григорьев патне Кунер ялне çитрĕм. Вăл мана малтанах пĕлтернĕччĕ - ку ялтан 5 çухрăмри Туканашра Эльвира Николаевнăпа Александр Владимирович Жиглаевсем пурăнаççĕ, вĕсем çичĕ ача усрава илнĕ. Тен, ку çемье çинчен хăвăр хаçатра çырса пĕлтеретĕр; Йышлă ача усрава илнĕ çемьесем республикăра та нумаях мар пулĕ... ил хуçи Александр килте çукчĕ, утă вăхăчĕ те, пирĕнпе калаçма ерçеймерĕ пулас, кашни ĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ. Çулса пăрахнă курăка вăхăтра тавăрса типĕт-мелле, пухса киле тиесе килмелле. Жиглаевсен икĕ ĕне, икĕ вăкăр, вунă сурăх, вĕсене хĕл каçарма выльăх апачĕ чылай кирлĕ. Килте пире тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ, питĕ чипер Эльвира Николаевна, 42 çулхи кил хуçи хĕрарăмĕ кĕтсе илчĕ. Пĕр-пĕринпе паллашнă хыççăн малтанах хатĕрлесе хунă ыйтăва параймасăр чăтаймарăм: - Эльвира, паянхи кун - хулара е ялта, - пĕр е икĕ ачаран ытларах çуратакан çемьесем питĕ сахал. Эсир вара, хăвăрăн икĕ ача пуррине пăхмасăрах, тата çичĕ ачана усрава илнĕ... - Манăн анне те икĕ тăлăх хĕрачана ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнăччĕ, ăна курах пулĕ эпĕ те ун çулĕпе кайрăм пулас. Аннен усрав ачисем - ман аппапа йăмăк - Мускав облаçĕнчен кашни çулах килсе çÿреççĕ, манса каймаççĕ хăйсене пăхса ÿстернĕ çынна. Кăçал та тепĕр икĕ эрнерен çитетпĕр тесе шăнкăравланăччĕ-ха. Ман кукамай та питĕ ырă кăмăллă çынччĕ, çын ачисене питĕ юрататчĕ. - Эльвира, ку ачасене эсир ача çуртĕнчен илмен пулĕ те; - Ку ачасем ача çуртĕнче пулса курман. Вĕсен ашшĕ-амăшĕ ĕçке ярăннă çынсем пулнă, ачисем çине çаврăнса та пăхман пирки вĕсене ашшĕ-амăшĕсен прависĕр хăварнă. Хам документсем тутарса вĕсене килĕсенченех илсе килнĕ - кашни килтен икшер ача - арçын ачапа хĕрача. Чи кĕçĕннине, Сережăна, эпир çичĕ уйăхрине илсе килтĕмĕр, кăçал вăл пĕрремĕш класс пĕтерчĕ. Ку ачапа эпĕ питĕ савăнатăп, çепĕç кăмăллăскер, ăçтан пулма пĕлнĕ. Хамăн ача пекех туятăп. Пирĕн икĕ Сергей та, кĕçĕннине Сережа тесе чĕнетĕп. Хам çуратнă кĕçĕн ывăл ача 4 çул каялла шыва путса вилчĕ те, усрав ачасемпе йăпанса йывăр вăхăта чăтса ирттертĕмĕр. - Ку ачасен ашшĕ-амăшĕсем пур вĕт-ха. "Пирĕн ачасем мĕнле пурăнаççĕ-ши;", - тесе килсе каякансем çук-и; - Пирĕн çемьере Тутар енчи чăваш ялĕнчен икĕ ача пур - амăшне палламастăп, ашшĕпе асламăшĕ килсе çÿретчĕç. Асламăшĕ вилсен ашшĕ килме пăрахрĕ. Ăна тĕрмене хупнă терĕç. Мĕнле каламалла: ĕçекен çыннăн чунĕ те ыратать пулĕ те, анчах ĕçнĕ вăхăтра ачисем çинчен манса каяççĕ. Пурăннă вăхăтра лайăх çынсемех пулнă пулĕ, никам та ачасене начар пултăр тесе çуратмасть вĕт, пурнăç çулĕ çине тăратас тесех çуратнă пулĕ, анчах пĕтĕм пурнăçа ĕçкĕ çапса хуçать. Ачасене эпир мăшăрпа канашласа илнĕ, вăл вĕсене питĕ юратать, Назияна "доченька" тесех тăрать. - Тутар çемйинче ÿснĕскерсем, кунта, чăвашла калаçса, хăйсен тăван чĕлхине манса каймарĕç-и; - Манчĕç çав, шел пулин те. Кунта килсенех ни чăвашла, ни вырăсла пĕлместчĕç, тутарла анчах калаçатчĕç. Пĕр-пĕрин çине пăхса илетчĕç те пăшăл-пăшăл калаçатчĕç тутарла. "Эпĕ тутарла ăнланатăп, хытах калаçăр", - теттĕм. Çук, вăтанатчĕç. - Ял пысăк-и; - Çук. Пĕр вăтăр кил пур-ши. Клуб çук, фельдшер пункчĕ çук, почта уйрăмне те хупаççĕ текен сас тухрĕ. Ачасене творчествăлла ĕçе хăнăхтарас тесе пурне те тĕрĕ тĕрлеме вĕрентетĕп. Арçын ачасем те йĕппе çип тытма ÿркенмеççĕ. Асли, паллах, ытларах ашшĕпе пĕрле тăрмашать. Халĕ çемçе замша текен хут тухнă, унтан чечексем тума пуçларăмăр. Иртнĕ эрнере ача усрава илнĕ çемьесен пĕтĕм Раççейри конкурсне хутшăнма хамăр çемьере ăсталанă ал ĕçĕсене, килте тухса тăракан стена хаçатне, çемье пурнăçне сăнласа ÿкернĕ видеона диск çине çырса Шупашкара кайса патăмăр. Ачасем ÿссех пыраççĕ. Иккĕшĕ кăçал 11 класс пĕтерчĕç, тепри 9-мĕшĕнчен вĕренсе тухрĕ. Яланах тĕрлĕ конкурссене хутшăнатпăр. Канашри Культура керменĕнче те конкурс пулчĕ, унта хамăрăн ал ĕçĕсене кăтартрăмăр, Назия синтезаторпа юрласа та пачĕ. Канашран каллех дипломпа таврăнтăмăр. 2012 çулта Мускавра "Всероссийская семейная ассамблея" пулчĕ. Унта хутшăнас тĕллевпе эпир килти пурнăçа сăнласа ÿкернĕ видеона Шупашкара ярса парса унта пĕрремĕш вырăн йышăнтăмăр, Мускава çитме тивĕç пултăмăр. Унта пĕр эрне пурăнтăмăр. Кашни кун хамăрăн пултарулăха, хастарлăха кăтартмалла пулчĕ. Пĕр кун, сăмахран, ал ĕçĕсемпе паллаштартăмăр, тепĕр кун юрă юрласа, чăваш ташши ташласа тĕлĕнтертĕмĕр. Пирĕн хамăр пултарулăха виçĕ минут кăна кăтартмаллаччĕ, эпир çичĕ минут ташларăмăр. Сĕтел айĕнчен пăхкалатăп та, жюрисем ура тапса анчах лараççĕ. Чăвашсен ташă çемĕ те чуна тыткăнлать. Тата эпир питĕ илемлĕ чăваш тумтирĕ тăхăнса кайнă Мускава. Тавах Христофорова Вальăна, веçех вăл хăй çĕленĕ кĕпесене тăхăнтартса ячĕ. Пĕлтĕр эпир Мускавра слетра пултăмăр, вăл Союзсен Çурчĕн Колоннăллă залĕнче иртрĕ, паллă çынсем питĕ нумай пухăннă - артистсем, депутатсем, министрсем. "Космос" хăна çуртĕнче усрарĕç пире. Кăçал та каяс ĕмĕт пур-ха, пĕрехмай килте ларнипе çеç çырлахас мар. Тĕнче курса килес. Иртнĕ кĕркунне патшалăх пулăшнипе ачасем Словенире курортра пĕр эрне канчĕç. Унта эпĕ виçĕ ачана илсе кайрăм, ют çĕршыва тухса çÿремелли паспортсем тутарма тиврĕ. Тата "ачасемпе тухса çÿреме сире машина паратпăр" тесе те шантарнăччĕ вырăнти влаçсем, каярахпа ку сас-хура пĕтрĕ. Хамăр çичĕ вырăнлă машина илтĕмĕр те, чиркĕве те çÿретпĕр, концертсене те каятпăр. Малтан арçын ачасем çула тухаççĕ, тепĕр кунне, çиленмелле ан пултăр тесе, хĕр ачасене илсе каятпăр. Пурне те пĕрле илсе кайнă пулсан татах та лайăхрах пулнă пулĕччĕ. Ача-пăча курни-илтнине пĕр-пĕринпе сÿтсе явать, ку лайăх, ку килĕшмерĕ тесе хак парать. Интереслĕ вырăнсене ÿкерсе те илеççĕ - Катьăна питĕ чаплă фотоаппарат туянса панă та, вăл пирĕн çемье фотолетопиçне туса пырать. Ачасене йăпăрт тăратать те ÿкерсе илет. Альбом питĕ нумай пирĕн. - Эльвира, сирĕн питĕ пысăк экранлă телевизор. Хăвăр туяннă е патшалăх илсе панă; - Патшалăх пире нимĕн те илсе паман. Веç хамăр илетпĕр. Пулăшу ыйтса ниçта та çÿресе курман. - Малашнехи плансем мĕнле-ха, Эльвира; - Утă ĕçĕсем вĕçленсен 11 класс пĕтернĕ хĕр ачасене вĕренме кĕртмелле. Арçын ачи те ял хуçалăх техникумне вырнаçасшăн, каменщик пуласшăн çунать. Пĕр хĕр ачи повар пулатăп тет, тепри парикмахера каясшăн. - Эльвира, ан çиленĕр те, ку ыйтăва памасăр чăтаймастăп: сирĕн çемьене килекен усрав ачасене хăвăр Настя мĕнле йышăнчĕ; - Хаваспах. Ăна пĕччен кичем пулнă ĕнтĕ. Пĕр-пĕринпе ачасем питĕ ки-лĕштереççĕ, паллах, хăш чухне харкашусем те пулкалаççĕ, вăл тăван ачасем хушшинче те пулать. - Ачасем ĕç тума та хăнăхаççĕ пулĕ хăвăрпа пĕрле; - Халĕ утă вăхăчĕ те, пурин валли те ĕç тупăнать. Эртельпе тухатпăр та халь кĕртсе пăрахатпăр. Кĕвĕçекен те пулĕ эпир ушкăнпа ĕçленĕшĕн... - Кунта мĕн кĕвĕçмелли пур. Çичĕ усрав ачана пăхасси çăмăл ĕç мар вĕт. - Çапла, çăмăл мар çын ачине пăхма. Кашнин патне мĕнле пымаллине ăнланса çитмелле. Ачасене эпĕ санăн-манăн тесе уйăрман, пурте пĕр шайра вĕсем. - Пăхатăп та, сирĕн компьютер та пур... - Компьютерĕ виççĕ таранах-ха вăл. Ноутбук та пур, планшет та. Кашнин кĕсйинчех - телефон. Апрель уйăхĕнче Назияна синтезатор илсе патăмăр, унăн юрлас интерес пур, сасси те лайăх. Эпир ачасен пултарулăхне, ăс-тăнне аталантарма пур условисем те туса панă. Тĕрĕслеме килекенсем те питĕ тĕлĕнеççĕ пирĕнтен. Тепĕр-тепĕр çемьере усрава илнĕ ачасем валли компьютерĕ те çук. Хăвăрах куратăр, ачасем валли пирĕн темĕн те пур. - Тата сирĕн ĕне сумалли аппарат та пур иккен... Ку ĕнтĕ хăвăра валли... - Аппаратне ĕнер çеç илсе килтĕм-ха, вырнаçтарса та лартман. Пушмакĕ - пĕрре çеç пăруланăскер те, умĕнчисене сĕре лайăх сума, хыçалти чĕччисене сума питĕ кансĕр - пÿрнесене шăнăр шак хытарса лартать. Çавăнпа аппарат илсе килтĕм Шупашкартан. - Эльвира, çын ачисене çиччĕ таранах усрава илнĕ эсир, хăвăрăн тепре çуратас кăмăл çук-и; - Çук. Çамрăках мар вĕт, 43-ре пыратăп. Усрама илме пултаратăп. - Кăмăл пур-и; - Пур. Ирĕк параççĕ пулсан патшалăха юрăхлă çынсем ÿстерсе паратăп. - Эльвира, эсир таçта та тухса çÿретĕр ачасемпе. Раççей Федерацийĕнче сирĕн пек нумай ача илнĕ çемьесем тата пур-и; - Пур. Мускавра пурăнакан пĕр çемье 12 ача усрава илнĕ, Ростоври Клементьевсен çемйинче усрава илнĕ 12 ача пурăнать. Упăшки пачăшкă, арăмĕ, Светлана, кил хуçи хĕрарăмĕ. Раççейре ун пек çемьесем нумай. Мана тепĕр саккăр парсан саккăрăшне те пăхса ÿстерĕттĕмччĕ. Вăй-хал пур. Халĕ пирĕн саккунпа сакăр ачаран ытла усрама юрамасть теççĕ те, темле ăнланмалла çав саккуна. Тепĕр çĕрте 12 ача таранах усрава илеççĕ. Хамăн хĕрача кăçал 18 тултарать те декабрьте, тата тепĕр ача усрава илме ирĕк параççĕ пулĕ-ха. Хам та йышлă çемьере ÿснĕ, эпĕ асли, ман хыççăн тата улттăн пулнă, усрав хĕрсем тата иккĕн. "Урамра пыракана хăваласа иртсе кайнă чухне сывлăх сунса хăвар", - тетчĕ пире кукамай. Хам та ачасене çавăн пек вĕрентетĕп: "Урамра кама куратăр, пурне те сывлăх сунăр", - тесе килтен кăларса яратăп, Ку пĕчĕк Сережи пĕр çынна вунă хут курсан та вунă хут сывлăх сунать пулĕ. Ырă кăмăллă çын пулма вĕрентетĕп вĕт-ха. "Лавккаран анаççĕ-и ваттисем, урамра куратăр-и, сумккине йăтаймаççĕ пулсан йăтса пулăшăр", - тетĕп. Акă çапла калаçу пулса иртрĕ çуллахи пĕр ăшă кун Куславкка районĕнчи Туканашри Эльвира Жиглаевăпа. Тата çакна та каласа хăвармалла: Жиглаевсемпе юнашар Мурманск хулинчен Туканаша куçса килнĕ ватă хĕрарăм, Уторина Галина Дмитриевна, пурăннă. Хăй кунтисем мар, Украинăри Николаев хулинчен. Тăванĕсем çук, пĕртен пĕр ывăлĕ çар çынни, таçта аякра пурăнать. Галина Дмитриевна сасартăк чирлесе ураран ÿксен Эльвира ăна çулталăк хушши тăван амăшне пăхнă пек пăхать. Лешĕ çут тĕнчерен уйрăлса кайсан Жиглаевсем ăна Турă тĕнĕ-йĕркипе пытараççĕ, вил тăпри çине ятне çыртарса палăк лартаççĕ. Тăван ывăлĕ, амăшне пытарма та килейменскер, кайран Эльвирăпа Сашăна амăшне юлашки çула чыслăн ăсатнăшăн чĕререн тав тăвать. - Мĕн каласа хăварам-ши юлашкинчен сире, Эльвира; Эсир питĕ ырă кăмăллă çын, пархатарлă та сăваплă ĕç тăватăр. Сывлăх сире, телей, сирĕн ĕмĕтсем яланах пурнăçланса пыччăр, сирĕн кил-çуртра ача-пăча сасси нихăçан та ан сÿнтĕр.

В.ЛАПИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика