18 июля 2014 г.
Çак кунсенче пирĕн редакцие аслă ÿсĕмри пĕр хĕрарăм килчĕ. "Вăт эсир эрне кунхи номерте журналистсен кĕнеки тухни çинчен çырса кăларнă. Манăн та пичче журналист пулнă, сирĕн хаçатра нумай çул ĕçленĕ", - тет. "Кам-ха вăл;" - тĕпчетпĕр хамăр та кăсăкланса. "Уçырмасем пулнă вăл, Иван Кузьмич Кузьмин". "Ара, Иван Кузьмича мĕнле пĕлместпĕр пултăр-ха, питĕ лайăх пĕлетпĕр. "Коммунизмшăн" хаçатра нумай çул ĕçленĕ. "Сиккасси хĕрĕ" пьесăн авторĕ пулнине те пĕлетпĕр", - терĕ Василий Лапин журналист. Çак сăмахсем хĕрарăмăн кăмăлне килни сисĕнчĕ. Çакскер Иван Кузьмин журналистăн йăмăкĕ Зинаида Кузьминична Владимирова (ÿкерчĕкре) пулчĕ. Канаш хулинче пурăнать вăл. Уçырмана тăван килне тăтăш çÿретĕп тет. - Сирĕн хаçатра ĕçлесе курнă эпĕ. Ой-ой, тахçанах пулнă вĕт-ха вăл. Ун чухне редакци çурчĕ Комсомольски урамĕнче вырнаçнăччĕ, типографи çаках. Эпĕ редакцие хирĕçри çуртра пурăнаттăм. 1968 çулта Нина Семенова корректор декрета кайрĕ те, редакцие çын кирлĕ пулнă. Чупса каçрĕç ман пата: "Зина, атя, пулăш. Хаçат вуламалла", - теççĕ. Эпĕ Канашри педучилищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн Сухайкасси, Аслă Мами шкулĕсенче кĕçĕн классене вĕрентнĕ. Çавăнпа та çыру ĕçне кăштах чухланă пуль. Интерес çуралчĕ, кайса пăхам-ха терĕм. Вăхăтлăх подчитчицăна вырнаçрăм. Чăнах та питĕ интереслĕччĕ редакцире ĕçлеме. Питĕ шÿтлеме юрататчĕç, култаратчĕç. Савăнăçлăччĕ. Ара, хам та çамрăк пулнă. Хаçат пичетлеттерме типографине каймаллаччĕ. Мана пĕр купа хут паратчĕç те, Зина, кай пичетлеме тетчĕç. Тÿртен чупса килеттĕм. Хавхалансах ĕçлеттĕм. Ун чухне Жадецкий, Ривин, Кузнецов журналистсем ĕçлетчĕç. Чăвашла хаçатпа Иван Кузьмич пулнă. Шел, Нина Васильевна ĕçе тухсан манăн кайма тиврĕ. Ун хыççăн вара ОРСра кадрсемпе ĕçлекен инспектор пулса тăрăшрăм, универбазăра вăй хутăм, райпора ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрăм, - хаваспах паллаштарчĕ хăйĕн вăрăм кун-çулĕнчи кĕске самантпа Зинаида Кузьминична.
И.АНДРЕЕВА.