18 июля 2014 г.
1945 çулхи утă уйăхĕн варринче Çĕнĕ Шуртанри пуçламăш шкул ертÿçи Иван Спиридонович Спиридонов Германи çĕрĕ çинче хĕсметре тăракан салтаксенчен çыру илнĕ, унта сăн ÿкерчĕк те пулнă. Вăрмар тăрăхĕнчи Хуруй ялĕнче çуралса ÿснĕ, хăйĕн пурнăçĕн ытларах пайне виçĕ район чиккинче вырнаçнă Çĕнĕ Шуртанра ирттернĕ ватă вĕрентекен инçетрен килнĕ çырăва хумханса та пăлханса уçнă, шăрçа пек почеркпа çырнă йĕркесене савăнăç куççулĕ витĕр вуланă: "Эпир - çĕнтертĕмĕр! Рейхстаг тăрринче хĕрлĕ ялав вĕлкĕшме тытăнчĕ. Çапла вара, хисеплĕ Иван Спиридонович, эсир пире хăвăр ертсе пыракан шкулта тăватă çул каялла ирттернĕ тĕл пулу вăхăтĕнче панă пил сăмахĕсене асра тытрăмăр: ирсĕр фашистсене хăйсен йăвинчех тĕп турăмăр. Сирĕншĕн те тăшмана тавăртăмăр. Тăван çĕршыва таврăнсан Çĕнĕ Шуртана пырса кайма вăхăт тупасса шанатăп. Салампа - Александр Иванович Гришин лейтенант". Халĕ вара 69 çул каялла тунă сăн ÿкерчĕке пăхар. Александр Гришин - сулахайран пĕрремĕш, унпа юнашар тăраканни - Григорий Пономарев аслă сержант, виççĕмĕшĕ - Иван Гарнаев сержант. Вулакана тÿрех çак ыйту кăсăклантарĕ: "Хĕрлĕ Çарăн виçĕ салтакĕпе Çĕнĕ Шуртанри пуçламăш шкул хушшинче мĕнле çыхăну пур-ха;" Ку ыйтăвăн хуравне тупас тесен каллех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсене куç умне кăларма тивет... Гитлер пуçласа янă хăрушă та ылханлă вăрçăн малтанхи тапхăрĕнче пирĕн çĕршыв калама çук пысăк çухатусем тÿснĕ. Фашистсем темиçе уйăхрах Мускав çывăхнех çитсе тăнă. Лару-тăру çав тери кăткăсланса çитсен Тула облаçĕнчи Новомосковск хулинчи (ун чухне вăл Сталиногорск пулнă) çар вĕçевçисене хатĕрлекен шкула пирĕн республикăри Йĕпреç поселокне куçарса килнĕ. Йĕпреçре, Чăваш Тимешре, Кĕлĕмкассинче тата Çĕнĕ Шуртанра кĕске хушăрах вĕçев шкулĕн курсанчĕсем валли аэродромсем туса лартнă, вĕсенче çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килсе çитнĕ çамрăксем У-2 (По-2) йышши ансат самолетсемпе вĕçме хăнăхнă. 1942 çулхи çу кунĕсенче фронта хăй ирĕкĕпе кайма кăмăл тунă Александр Гришин та Йĕпреçри вĕçев шкулĕнче салтак тивĕçне пурнăçлама тытăннă. Вăрçăчченех вĕрентекен дипломне алла илнĕскере курсантсен хушшинче политика ыйтăвĕсемпе занятисем ирттерме шаннă. Политрукăн хĕрÿ те çивĕч сăмахне тимлĕн, сывламасăр тенĕ пек итленĕ çапăçакан çар чаçĕсене çывăх вăхăтрах кайма хатĕрленекен çамрăксем. Вĕçев шкулĕн командованийĕ Александр Гришина Çĕнĕ Шуртан çывăхĕнчи аэродромри курсантсем патне янă каярахпа. Ĕнерхи вĕрентекен 80 киллĕ ялти пуçламăш шкул ачисемпе те çыхăну тытнă, вĕсемпе тĕл пулма çĕнĕ тус-юлташне те илсе кайнă. "Канаш ен" хаçата паян сĕнекен çак сăн ÿкерчĕкре сăнарланнă хастарсенчен виççĕшĕ те Çĕнĕ Шуртан шкулĕнче пулнă, колхозниксен ачисене фашистсене пуçĕпех çапса салатма сăмах панă... Эпĕ хам чылайранпа Йĕпреçри вĕçев шкулĕн историйĕпе çыхăннă материалсене пухатăп. Маншăн Иван Спиридоновичăн ывăлĕ, тивĕçлĕ канăва тухичченех Вăрмар районĕнчи культура пайĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă Павел Иванович Спиридонов парнеленĕ çак фотодокумент нимĕнле хакпа та виçме çук парне пулса тăчĕ. Александр Гришин лейтенант сăнĕпе хамăн ентеш пекех туйăнчĕ. Чи малтан унăн çул-йĕрĕ çине ÿкес терĕм. Пĕррехинче Канаш райхаçатĕнче ĕçлекен Василий Лапин журналистпа калаçу пуçларăм кăна, вăл çур сăмахранах мана пÿлчĕ: "Ара, Александр Иванович - манпа пĕр енчен, Çĕнĕ Пĕршенертен, - терĕ. - Вăрçăн малтанхи çулĕсенче, чăнах та, Гришин Çĕнĕ Шуртан çывăхĕнчи аэродромра хĕсметре тăнă. Кайран, вĕçев шкулне урăх вырăна куçарса кайсан, манăн ентешĕм аэродромра пăхса тăракан ытти салтакпа пĕрле çапăçакан çара лекнĕ, тăшмана Берлина çитичченех шелсĕррĕн хăваланă..." Григорий Пономаревпа Иван Гарнаев хĕрлĕ армеецсем ăçтан пулни хальлĕхе маншăн паллă мар-ха. Шырав ăнăçлă вĕçленессе шанма пăрахмастăп. Аслă сержантпа сержант вăрçăра шикленменни, фашистсемпе паттăррăн та хăюллăн çапăçни вĕсен гимнастеркисем çинчи наградăсенчен те лайăх курăнать. Чăваш офицерĕн кăкăрне Хĕрлĕ Çăлтăр орден илем кÿрет.
Г.ВАСИЛЬЕВ.