18 июля 2014 г.
Кирек кам та пуçласа шкулта ăс пухма тытăнать. Çĕнĕ Мами шкулĕ 1901 çулта Никита Васьков хресченĕн ултă кĕтеслĕ çурчĕн пĕр пÿлĕмĕнче уçăлнă. Пĕр вăхăт Пайкилт ялĕнче хресчен пÿртĕнче, каярахпа Çĕнĕ Мами ялĕнче вулăс кантурĕнче ĕçленĕ çыннăн туса пĕтереймен пысăк çуртĕнче (1919 ç.) пуçламăш, çичĕ унтан сакăр çул вĕренмелли шкул ĕçлеме тытăннă. Тĕпрен илсен, шкулта Çĕнĕ Мами тата Пайкилт ачисем пĕлÿ илнĕ, пĕр вăхăт Тăрăн тата Анат Юнтапа (халĕ Тăрăн ялĕн шутĕнче) ялĕсенчен вĕренме çÿренĕ. Вăрçă çулĕсенче те шкул ĕçлеме пăрахман, йывăр пулнă пулин те, колхоз вĕренÿ çуртне яланах пулăшнă. Вăрçă çулĕсенчи тата ун хыççăнхи нушаллă пурнăçа пăхмасăр шкул пĕтернисем малалла вĕренсе çын пулас тесе ăнтăлнисем сахал мар. Нумайăшĕ хисепе тивĕç-нĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрисене асăнар-ха:Димитриевсен çемйи (Çĕнĕ Мами), пурте аслă пĕлÿ илнĕ. Геннадий Димитриевич - Чăваш АССР, РСФСР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, РСФСР вĕрентÿ ĕçĕн отличникĕ, Çĕнĕ Мами тата Пайкилт шкулĕсен директорĕнче 35 çул ĕçленĕ* Николай Димитриевич - РСФСР тава тивĕçлĕ рационализаторĕ, Канашри автоагрегат заводĕнче тĕп механик, тĕп инженерăн çумĕ пулса ĕçленĕ* Михаил Димитриевич - педагогика ветеранĕ, Канашри педагогика училищинче (халĕ колледж) ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă* Василий Димитриевич - экономика ăслăлăхĕн докторĕ, профессор, Мускавра пурăнать* Алексей Димитриевич - биологи ăслăлăхĕн докторĕ, профессор, Чăваш Республикин наукăн тава тивĕçлĕ деятелĕ, Шупашкарта пурăнать. Сергеевсен çемйи (Çĕнĕ Мами): Михаил Сергеевич - Канашри финанс техникумĕнче, Хусанти финанспа экономика институтĕнче вĕреннĕ, Шупашкарта ĕçленĕ* Тихон Сергеевич - истори ăслăлăхĕн докторĕ, профессор, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Шупашкарта пурăнать* Зоя Сергеевна - И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ, Шупашкарти шкулсенче ĕçленĕ, унтах пурăнать. Николаевсен çемйи (Çĕнĕ Мами): Петр Николаевич - СССР вĕрентÿ ĕçĕн отличникĕ, Çĕнĕ Мами тата Пайкилт шкулĕсен директорĕн çумĕсенче ĕçленĕ* унăн мăшăрĕ Надежда Алексеевна - педучилище, пединститут пĕтернĕ, тивĕçлĕ канăва тухичченех ачасене вĕрентнĕ* Надежда Алексеевнăн шăллĕ Михаил Алексеевич Алексеев - Хусанти инженерипе строительство институчĕн дипломне илнĕ, Канашри ялти строительство комбиначĕн тĕп инженерĕнче ĕçленĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ. Алексеевсен çемйи (Çĕнĕ Мами): Елизавета Алексеевна - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, педучилище пĕтернĕ, Катек шкулĕнче ĕçленĕ* Михаил Алексеевич - трактористра, бригадирта ĕçленĕ, инженер-механикра ĕçлесе пенсине тухнă, Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ* Василий Алексеевич - аслă çар училищинче, çар академийĕнче вĕреннĕ, сывлăшран хÿтĕлекен системăра хĕсметре тăнă, подполковник, Мускавра пурăнать. Ивановсен çемйи (Пайкилт): Василий Иванович - аслă çар училищинче вĕреннĕ, офицер, парти райкомĕн инструкторĕнче, районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн çумĕнче ĕçленĕ, подполковника çити ÿснĕ, РФ Шалти ĕçсен министерствин хисеплĕ ветеранĕ, Канашра пурăнать* Римма Ивановна - Мускаври культура институтĕнче пĕлÿ илнĕ, райĕçтăвкомăн пай пуçлăхĕнче, хулапа районăн парти комитетĕнче инструкторта ĕçленĕ* Виталий Иванович - Шупашкарта энерготехникум пĕтернĕ, 49 çул Кăнтăр электричество сечĕсенче электромонтер, инженер, пай пуçлăхĕ, инженер-диспетчер пулса ĕçленĕ, РФ тава тивĕçлĕ энергетикĕ. Колхоз ĕçĕсене хастар хутшăннăшăн орден илме Çĕнĕ Мами ялĕнче çаксем тивĕç пулнă: Надежда Семеновна Валерьянова, Любовь Ивановна Николаева, Галина Васильевна Чернова, Маргарита Васильевна Григорьева, Феоктиста Ивановна Сергеева. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăнсан патшалăх ачасене вĕрентме кадрсем хатĕрлеме тытăнать. 1949 çулта Канашра учительсен институчĕ уçăлать, республикăри педагогика училищисенчен вĕренсе тухнă çамрăк специалистсем шкулсенче ĕçлеме тытăнаççĕ. 1954 çулта Çĕнĕ Мамири 7 çул вĕренмелли шкула Г.Д.Димитриев ертсе пыма пуçлать. Вăл тăрăшнипе виçĕ класлă çурт хăйĕн алăкĕсене яриех уçнă. Ытти çуртсене тума пурлăх никĕсне пуянлатса ачасене вĕренмелли условисене лайăхлатнă. Вĕрентекенсен пысăк пайĕ çамрăксенчен тăнă, туслă тата тăрăшса ĕçленĕ, çамрăк ăрăвăн пĕлĕвне ÿстерсех пынă. Шкул районта тата республикăра лайăххисен шутĕнче тăнă. Лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнисем тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕнче пĕлĕвĕсене ÿс-тернĕ, пурнăç çулĕ çине çирĕппĕн тăнă.Çак ĕçре директор çумĕ пулнă Петр Николаевичăн тÿпи те пысăк. Вăл вĕрентÿ ĕçне тĕрĕс йĕркелесе пынă, директорăн шанчăклă пулăшаканĕ пулнă. Çĕнĕ Мами шкулĕнчен вĕренсе тухнисен хушшинче 100 ытла çамрăк аслă шкулсенче тĕрлĕ специальноçа алла илнĕ. Тĕслĕхрен, Емельян Михайлов, Вера Николаева, Нина Данилова Хусанти авиаци, Иван Ильин (Пайкилт ялĕ) Горькинчи радиотехника, Раиса Михайлова (Çĕнĕ Мами), Алексей Ильин (Пайкилт) Шупашкарти педагогика, Нина Михайлова Хусанти медицина, Елизавета Алексеева (Пайкилт) Йошкар-Олари политехника, Юрий Долгов Красноярскри металлурги институчĕсенче вĕреннĕ. Тĕрлĕ техникум, училище пĕтернисем тата та ытларах. Сăмахран, Шупашкарти энерготехникумра специальность илнисем çирĕмĕн ытла. Вĕсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче ĕçленĕ, хальхи вăхăтра ĕçлекенсем те пур. Ю.В.Иванов "Цивиль" колхозăн, Канашри "Водоканал" управленин тĕп энергетикĕ пулнă, В.К.Филиппов чылай çул Кăнтăр электричество сечĕсен директорĕнче, кайран Чăвашэнерго тытăмĕн тĕп инженерĕнче, М.П.Иванов Чăвашэнерго компанин Канашри филиалĕн директорĕнче, В.Н.Васильев Чăвашэнерго тытăмĕн Кăнтăр производство уйрăмĕн тĕп инженерĕнче ĕçленĕ. Ю.С.Никитин, Ю.С.Степанов, В.Ф.Федоров Улатăрти чукун çул техникумĕнчен, А.Ф.Сергеева Канашри педагогика, Л.М.Михайлова Канашри медицина училищисенчен, А.М.Михайлов юхан шыв техникумĕнчен вĕренсе тухса тĕрлĕ çĕрте вăй хунă. Пурин ятне каласа та тухаймăн. Питĕ нумаййăн вĕсем. 1989 çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕнче Пайкилт ялĕнче вăтам шкул уçăлнă. Çавăнпа та Çĕнĕ Мамири тата Тăрăнти 8 çул вĕренмелли шкулсене хупнă. Ачасем пĕлÿ илме Пайкилте çÿреме пуçланă. Г.Д.Димитриева директор, П.Н.Николаева унăн çумĕ пулма çирĕплетнĕ. Вĕсем иккĕшĕ те çак шкулта мĕн пенсине тухичченех тăрăшнă.
М.ИВАНОВ, "Канаш ен" хаçатăн обществăлла корреспонденчĕ.