16 июля 2014 г.
А.Нестеров 1934 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче Маяк ялĕнче çуралнă. Унăн ачалăхĕ вăрçă вăхăтне лекнĕ, çавăнпа та йывăр пулнă. Шкулта вĕренмен пулин те Алексей Петрович çырма та, вулама та пĕлет. Физика законĕсене вара вĕреннĕ çынран та ытларах ăнкарать. Çамрăк чухнех радиотехникăпа кăсăкланнă, хăйĕн юлташĕпе радиоаппаратура пуçтарса ун патне наушниксем çыхăнтарса "Голос Америки" радиостанцин хумĕсене тытнă. Икĕ тус телефон çыхăнăвĕн аппаратне те шутласа кăларнă, пĕр-пĕринпе çав телефонпа калаçнă. Ялта камăн электричество кĕртмелле е çутă сÿнсе ларать - пурте паянхи кун та Алексей Петровичран пулăшу ыйтаççĕ. А.Нестеров тăван хуçалăхра 47 çул вăй хунă. Малтан, çамрăк чухне, бригадăра лавçă пулса ĕçленĕ. 1955 çултан вара тимĕрçĕре ĕçлеме пуçланă, çав вăхăтрах йĕтем çинче сортировщикра вăй хунă. Утçи пуçлансан Алексей Петрович патне ял çыннисем çава туптама илсе пыраççĕ. Çулĕсем чылай пулсан та, халĕ ĕнтĕ вăл 80 çул тултарчĕ, Алексей Петрович никамăн кăмăлне те пăсмасть, çавасене шаккаса парать. Питĕ ырă кăмăллă вăл. 1975 çулта Алексей Петрович "За коммунизм" колхозăн ĕне ферминче ĕçлеме пуçлать, слесарь наладчик, механик, выльăх-чĕрлĕх пăхакан пулса вăй хурать. Ĕçе нихăçан та суйласа тăман - ăçта хушнă, çавăнта тăрăшса ĕçленĕ. Фермăра мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех вăй хунă. Ĕçре çитĕнÿсем тунăшăн Алексей Петровича нумай хутчен Хисеп грамоти, Тав çырăвĕ парса чыс тунă. "Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи" ята 2 хутчен тивĕçнĕ. Нумай çул тăван хуçалăхра чунне парса ĕçленĕшĕн правительство унăн ĕçне "Ĕçре палăрнăшăн" медальпе хакланă. Алексей Петрович "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ. Мăшăрĕпе Валентина Степановнăпа, шел пулин те,вăл вăхăтсăр çĕре кĕнĕ, 4 хĕр пăхса ÿстернĕ. Ачисене тĕрĕс воспитани парса çĕршыва тивĕçлĕ çынсем тунă. Аслă хĕрĕ Надежда Алексеевна Шупашкар районĕн тĕп больницинче неврологи уйрăмĕнче аслă категориллĕ медицина сестри пулса 33 çул ĕçлет. Татьяна Украинăра Харьков хулинче çемйипе пурăнать. Вăл чукун çул больницинче администратор пулса ĕçлет. Шел пулин те, Украинăри лару-тăру йывăр пирки çак савăнăçлă уява килеймерĕ. Галина аслă пĕлÿллĕ педагог, Шупашкар хулинчи пĕр шкулта ачасене акăлчан чĕлхине вĕрентет. Елена та аслă пĕлÿллĕ специалист, Шупашкар хула администрацийĕн экологи управленийĕн экологи уйрăмĕн ертÿçи. Алексей Петровичăн 4 мăнук, пурте дипломлă. Ăна ял халăхĕ хисеплет. 80 çул тултарчĕ пулсан та ĕçсĕр лармасть. Вăй çитнĕ таран кил-çурт тытса тăрать, кроликсем, чăхсем усрать, пахча çимĕç ÿстерет. Канмалли кун Алексей Петровича 80 çулхи юбилей ячĕпе саламлама хĕрĕсем, мăнукĕсем, кÿршĕсем, тăванĕсем, çывăх çыннисем, хăтисемпе тăхлачисем кĕрекене пухăнчĕç, сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунчĕç. Уяв каçне Шелттем культура çурчĕ çумĕнчи "Тантăш" ушкăн юрă-ташăпа илемлетрĕ. Уяв каçĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Алексей Петрович ячĕпе янă Тав çырăвне вулама питех те кăмăллă пулчĕ. Çак сăмахсене вăл чăннипех тивĕçлĕ.
Т.ИВАНОВА, Çĕнĕ Шелттем ял библиотекин ертÿçи.