АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сиплевçĕ

16 июля 2014 г.

Сиплевçĕ

Хăш-хăш çын профессие кам та пулин сĕннипе суйласа илет, тепри вара мĕн пĕчĕкрен тĕллев лартать те çав ĕмĕте пурпĕрех пурнăçлать. Юратнă ĕçре чунне парса тăрăшать, ят-сума тивĕçет. Районăн тĕп больницинче пысăк опытлă сиплевçĕсем чылаййăн. Вĕсенчен нумайăшне эпир сăнран та, ятран та пĕлетпĕр. Ара шурă халатлисен пулăшăвне илмен çын пирĕн хушăмăрта çук та пулĕ. Больницăра выртса сипленмесен те темиçе çулта пĕрре вĕсем патĕнче сывлăха тĕрĕслеттеретпĕрех. Чирлĕ е аманнă çынна реанимаци уйрăмне вырттарнине пĕлсен чун çÿçенсе илет. Унта йывăррисене кăна - пурнăçпа вилĕм хушшине лекнĕ шăпаллисене - хураççĕ. Реанимаци палатисене никама та кĕртмеççĕ, унта мĕнле ĕçленине те пиртен сахалăшĕ çеç чухлать-тăр. Людмила Никифорова медсестра асăннă уйрăмра 20 çула яхăн ĕçлет. Çак тапхăрта мĕн кăна курма тивмен-ши ăна - пĕр хăй тата унпа çумăн ĕçлекенсем çеç пĕлеççĕ. Миçе çыннăн пурнăçне вилĕм аллинчен туртса илсе çăлса хăварнă тата; Реанимаци сестри çак çулсем хушшинче кашни сиплев аппарачĕн хусканăвне туякан пулса çитнĕ. Унсăрăн мĕнле-ха; Кунта талăкĕпех çывăрмасăр ирттермелле. Мана, медицина вăрттăнлăхĕсене пĕл-мен çынна, унти кăткăслăхсене çырса кăтартма та йывăр. Людмила Михайловна Хыçалкасра 1965 çулта çуралнă. Ашшĕ, Михаил Егорович, ĕмĕрĕпех Киров ячĕллĕ колхозра механизаторта вăй хунă. Тăрăшуллă та пархатарлă ĕçĕпе "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Амăшĕ те, Гелия Ивановна, колхозра ĕçленĕ. 1988 çулта районăн тĕп больницине санитаркăна ĕçе вырнаçнă, унтананах тивĕçлĕ канăва тухнă. Мăшăр икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ: асли - Елена, кĕçĕнни - Люда. Ашшĕпе амăшĕ хĕрачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă, çавăнпа вĕсем нимĕнле йывăрлăхран та хăраман. 1982 çулта Энтрияль вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухсан медсестра пулас тĕллевпе Люда Канаша çул тытнă. 1984 çулта вара дипломлă хĕр Шăхасана вĕçтернĕ, район больницин гинекологи уйрăмне хăюллăн пырса кĕнĕ. Галина Николаевна Епифанова, Валентина Николаевна Герасимова ăста врачсем çамрăк медсестрана вĕрентсе, пулăшса пынă. 1987 çулта Людмила Хыçалкас йĕкĕчĕпе Владислав Никифоровпа çемье çавăрнă. Пурнăç майĕпе вăхăт çитсен йыша "çĕнĕ кайăк" Андрей килнĕ, кăштахран Артем çуралнă. Çапла вара Людмила Михайловнăпа Владислав Александрович икĕ ывăла пурнăç çулĕ çине çирĕп тăратма ĕмĕтленнĕ. Андрей Канашри педагогика училищинче физкультура уйрăмне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Свердловск облаçĕнче салтак тивĕçне пурнăçланă. Халĕ Канашри электропогрузчиксен заводĕнче инженерта ĕçлет. Артем та пиччĕшĕнчен юлас темен курăнать. Вăл та шкул хыççăн Канашри педагогика колледжне кĕнĕ. Вĕренÿ вĕçленичченех ăна çара илнĕ. Салтакран таврăнсан вĕренĕве малалла тăснă: педколледжра очно, медицина училищинче заочно йĕркепе (каçхи уйрăм) пĕлÿ илет. Мĕншĕн ĕмĕтленнĕ терĕм-ха; Шел пулин те, кил пуçĕ Владислав Александрович çамрăклах çĕре кĕнĕ, çавăнпа та хĕрарăмăн ачисене ура çине пĕчченех çĕклеме тивнĕ. Ывăлсем амăшне мĕн тери йывăррине лайăх ăнланнă, çавăнпа ăна пулăшма, ун çумĕнче пулма тăрăшнă. Чăнах та, маттур йĕкĕтсем çитĕннĕ Никифоровсен, амăшĕшĕн тĕрев те шанăç вĕсем паян. - Хамăн çакăн пек лайăх йăмăк пурришĕн савăнатăп, унпа мăнаçланатăп, - тет Людмила Михайловнăн аппăшĕ Елена Михайловна. - Çынсемпе ăш пиллĕ. Ялта ун патне кам кăна пулăшу ыйтма пымасть-ши; Пĕрин укол тутармалла, теприн система ларттармалла, виççĕмĕшĕн суранне çыхса ямалла... Пĕрне те хирĕçлемест йăмăкăм, пулăшать. Унăн çуралнă кунне, майăн 19-мĕшне, ялта пурте пĕлеççĕ. Çав кун ялĕпех саламалаççĕ тесен те йăнăш мар. Ачисенчен савăнăç кăна курмалла, асанне пулмалла пултăр Людăн. Тата нумай çул ĕçлеме сывлăх сунатпăр, - çакăн пек ырă сунчĕ юратнă йăмăкне аппăшĕ.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика