АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Десантниксен кунне йышпа уявлăпăр

16 июля 2014 г.

Арçыннăн шăпи çавнашкал - унăн Тăван çĕршыв хÿтĕлевçи пулса çитĕнмелле. Салтакра пулнă арçын вара кирек хăш ĕмĕрте те хисепре пулнă. "Паян çара каясси модăран тухнă", - текенсем те тĕл улаççĕ вĕт-ха. Тен, вĕсен килĕнче нихăçан та арçын çитĕнмен. Салтакра пулса курнă çын пурнăç çине те урăхла пăхать, Афганистан, Чечня вăрçисенче пулнисем ыттисенчен пач уйрăлса тăраççĕ. Вĕсен туслăх, пĕр-пĕрне йывăрлăхра пулăшас туйăм та, туртăм та вăйлă. Вăрçă тискерлĕхне хăйсен куçĕпе курнă, чунĕпе чăтса ирттернĕскерсем юнашарти çынна пулăшма яланах хатĕр. Сăнăр-ха, çаплах мар-и; Пĕтĕм Раççейри "Афганистан ветеранĕсен Союзĕ" обществăлла организацин Канаш хулипе районĕнчи уйрăмĕ (ăна Г.Николаев ертсе пырать) юлашки çулсенче хастар ĕçлеме пуçларĕ. Унсăр пуçне "Боевое братство" обществăлла организаци те пур. Десант çарĕсенче службăра тăнисене Пĕтĕм Раççейри "Десантниксен Союзĕ" обществăлла организаци пĕрлештерсе тăрать. Ячĕшĕн кăна йĕркелемен çак организацисене, вĕсем тăрăшсах ĕçлеççĕ, туслă хутшăнусем йĕркелемелли мероприятисем ирттереççĕ. Августăн 2-мĕшĕ - Сывлăш десант çарĕсен кунĕ. Çак куна хулара кашни çулах анлăн паллă тăвасси йăлана кĕнĕ. Десантник пулнисем хăйсем кăна мар, уява çемйисемпех хутшăнаççĕ. Çак паллă куна кăçал та савăнăçлă лару-тăрура ирттерме палăртать десантниксен Союзĕн хулапа районти уйрăмĕ. Августăн 2-мĕшне мĕн-лерех йĕркепе ирттермеллине планлама, сÿтсе явма кăмăл тăвакан десантниксене Канаш хулинче вырнаçнă ДОСААФ автошкулне (Толстой урамĕ, 12-мĕш çур) пыма чĕнетпĕр. Канашлу июлĕн 20-мĕшĕнче 11 сехетре пуçланать. Пурне те хапăл туса кĕтетпĕр. Сирĕн сĕнĕвĕр, шухăшăр пирĕншĕн пысăк пĕлте-рĕшлĕ.

В.АНИСИМОВ, ДОСААФ автошкул ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика