АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçчен çынна ял савать

11 июля 2014 г.

Ачча ялĕнче пурăнакан В.Трофимова таврара пĕлмен çын çукрах пулĕ. Ватти-вĕтти хисеплет ăна. Владимир Трофимович Кĕçĕн Çавал шывĕ хĕррипе сарăлса выртакан улăхра амăшĕпе сахал мар утă пуçтарнă, тинĕс евĕр хумханса ларакан тырă пуссинче çурлапа тырă вырнă, пахча çимĕç, улма-çырла çитĕнтернĕ. Мĕн пĕчĕкрен ĕçре пиçĕхсе ÿснĕ. Шкула çÿреме пуçласан тусĕсемпе çырма хĕрринчи тимĕрçĕ лаççине çÿренĕ. Умне сарлака саппун çакнă çирĕп кĕлеткеллĕ арçын хĕртнĕ тимĕре мăлатукпа шакканă чухне сирпĕнекен хĕлхемсем çине вĕçĕм пăхса ларма хатĕр пулнă. Шăраннă хурçă чуста пек пулсан унран тем те ăсталама пулать иккен. Володьăн та вĕсем пек "асамçă" пулас килнĕ. Шкултан вĕренсе тухсан тимĕрçĕ ăна хăйне пулăшма илет. Питĕ тăрăшнă çамрăк каччă. Часах Володьăна тимĕрçе лартнă. Шаннă ĕçе юратса тăвать вăл. Хастар ĕçне пула ялта ун çинчен ырă ят сарăлнă. В.Трофимов 1953-1956 çулсенче çар хĕсметĕнче тăнă. Унта ăна час-часах тимĕрçĕ ĕçне тутарттарнă. Командирсемпе начальниксем чăваш каччине темиçе хутчен те тав тунă. Салтакра Владимир связист профессине алла илнĕ. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçласан тăван Аччана таврăннă. Каллех тимĕрçĕ ĕçне кÿлĕннĕ. Чипер ĕçлесе пынă хушăрах сасартăк чирлесе ÿкнĕ. Тухтăрсем ĕç вырăнне улăштарма ыйтнă. Правленире Владимир Трофимовича утарçăра ĕçлеме сĕннĕ. Хурт-хăмăр ĕçне лайăх пĕлекен Воробьевпа Тарасов вĕрентнипе çĕнĕ ĕçе часах хăнăхнă, хăй тĕллĕн ĕçлеме тытăннă. Ватă утарçă тивĕçлĕ канăва кайсан хурт-хăмăр хуçалăхне В.Трофимова шанса панă. Мăшăрĕпе, Юлия Георгиевнăпа, çанă тавăрсах ĕçлеме пуçланă. Вĕллесен шутне утмăлтан 130 çитернĕ. Пыл илесси те ÿссе пынă. 1977 çулта кашни вĕлле 33 килограмм панă. Владимир Трофимович пĕлĕвне Шупашкарта ятарлă курссенче ÿстернĕ. Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн ăна "Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă. Кăкăр çине çакмалли паллăсемпе, хисеп хучĕсемпе наградăланă. "Ĕç ветеранĕ" медальпе чысланă, хаклă парнесем парса хавхалантарнă. Тав çырăвĕсем те тем чухлех унăн. Район хаçатĕнче ун çинчен пĕрре кăна çырман. - Канма вăхăт çукпа пĕрехчĕ, кунĕпех ура çинче пулнă. Мăшăрпа киле питĕ кая юлса таврăнаттăмăрччĕ. 130 пуç хурт çемйине тăваттăн пăхса тăмаллаччĕ, эпир вара иксĕмĕр çеç. Икĕ çыншăн ĕçленĕ эпир. Çуллен 1,5-2 тонна таран пыл илнĕ. Паллах, пирĕн çитĕнÿсене ăмсанкансем те, кĕвĕçекенсем те пулнă. Пĕр çулхине вĕллесене темле химикат сапса нумай пыл хуртне тĕп турĕç. Виçĕ çултан 30 пуçа çитертĕмĕр. Ун чухне тырă анисене тĕрлĕ им-çам сапнине пула вĕлле хурчĕсем наркăмăшланса вилетчĕç. Сахал мар çухату пулнă, - тет Владимир Трофимович. Юратнă ĕçĕнче вăл 49 çул тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва кайсан та хуçалăх ертÿçисем ватлăхне пăхмасăр ăна ĕçе чĕннĕ. Çамрăксене канашсемпе тата ырă сĕнÿсемпе пулăшнă. Утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче Владимир Трофимович 80 çул тултарчĕ. Юбилей ячĕпе çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланнă, ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе аслă пĕлÿ илнĕ пилĕк ачи, мăнукĕсем, çывăх çыннисемпе тăванĕсем, тус-юлташĕ саламланă, нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх суннă.

М.ВАСИЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика