11 июля 2014 г.
Ултă уйăхра районта 31 автоинкеке шута илнĕ (иртнĕ çулта ку вăхăт тĕлне 44 пулнă), вĕсенче 10 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă (2013 - 10), 40 çын аманнă (63). Аварисенчен ытларахăшĕ автомашинăсем çапăннипе (14 тĕслĕх), çуран çÿрекенсем çине пырса кĕнипе (5 тĕслĕх), автотранспорт çаврăнса ÿкнипе (8 тĕслĕх), пĕр-пĕр чăрмав çине пырса кĕнипе (2 тĕслĕх) пулса иртнĕ. Хальхи вăхăт тĕлне ÿсĕр водительсем руль умне ларса автоинкексем тăвасси ÿсни палăрать. Ачасем кустăрма айне лексе сусăрланасси чакнă.
Д.ГУСЕВ, РФ ШĔМĕн районти ГИБДД пайĕн начальникĕ.