11 июля 2014 г.
Утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче, ытлари кун, район администрацийĕн акт залĕнче çуллахи хĕвеллĕ кунăн юратупа çепĕçлĕх уявĕ иртрĕ. Çак уява 13-мĕш ĕмĕрте Муром хулинче пурăннă Петрпа Феврония çветтуйсене халалланă. Асăннă мăшăра Христус тĕнне ĕненекенсем çемье хÿтĕлевçисен вырăнне хураççĕ. Вĕсен пысăк та хĕрÿ юратăвне Ермолай Эразм Петрпа Феврония çинчен çырнă кĕнекинче лайăх çутатса панă. Халăх хушшинче çÿрекен халап тăрăх Петр йывăр чирленĕ. Ăна Рязань тăрăхĕнчи Ласковая ятлă ялти лесник хĕрĕ Феврония сыватнă. Чиперккене Петр качча илнĕ. Вĕсем пĕр-пĕрне килĕштерсе, ăнланса, хисеплесе,юратса пурăннă. Пурнăçран та пĕр кунтах, утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче, уйрăлса кайнă. Çав кунранпа тĕне ĕненекенсем çемье управçисене чыслаççĕ. 2008 çултанпа вара эпир ăна хамăр çĕршывра уяв евĕр паллă тăватпăр. Çак кун нумай çул пĕрле пурăнакан мăшăрсене чыслаççĕ. 2011 çулта Пĕтĕм Раççейри Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ ячĕпе "Юратупа шанчăклăхшăн" медаль кăларма тытăннă. Кăçал пирĕн районтан çак наградăна виçĕ мăшăр тивĕçнĕ. Вĕсем - Сиккассинчи Илья Кузьмичпа Елена Федоровна Сурановсем, Кăшнаруйĕнчи Анатолий Васильевичпа Надежда Филипповна Никоноровсем тата Çĕнĕ Ахпÿртри Николай Алексеевичпа Валентина Ивановна Любовсем. - Çÿпçипе хупăлчи теççĕ лайăх мăшăрсене халăхра. Çемьере те, çын çинче те хисепре вĕсем. Ыттисене те чыс тăваççĕ, ырă сунаççĕ. Хĕвел хăйĕн пайăркине çĕр çине сапаланă пекех, вĕсем те пĕр-пĕрне пурнăçра хавхалантарса пыраççĕ, - çакăн пек ытарлă сăмахсемпе пуçларĕç уяв программине культура ĕçченĕсем Н.Антоновăпа О.Аристархова. Сцена çине Сурановсемпе Никоноровсем улăхрĕç. Залра ларакансем вĕсене хыттăн алă çупса чысларĕç. Илья Кузьмичпа Елена Федоровна 1972 çулхи çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче пĕрлешнĕ. Икĕ ывăл çитĕнтернĕ вĕсем, иккĕшĕ те аслă пĕлÿ илнĕ, пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупнă. Çемье пуçĕ нумай çул Канашри чăх-чĕп фабрикин коллективне ертсе пынă. Унăн мăшăрĕ шкулта ачасене акăлчан чĕлхине вĕрентнĕ. Анатолий Васильевичпа Надежда Филипповна алла аллăн тытăнса пĕр çулпа утма тытăнни 52-мĕш çул çине кайрĕ. Виçĕ ывăл вĕсен. Пурте çемьеллĕ, ĕçченлĕхĕпе ырă ята тивĕçнĕ. Никоноровсем юрă-кĕвĕпе туслă. Анатолий Васильевичпа Надежда Филипповна хăйсен юратнă юррине шăрантарчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Егоров, хулапа район халăхне социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕ Н.Маркелова, районти граждан тăрăмĕн акчĕсене çыракан пай специалисчĕ И.Морозова Сурановсене, Никоноровсене Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăх, мĕн пур ырă пуçарура çитĕнÿсем, юратупа тăнăçлăх, телейпе ырлăх сунчĕç. Хăйсен сăмахĕсене вĕсем çемьен сипетлĕх никĕсĕсене çирĕплет-нĕшĕн Раççей Федерацийĕнче Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне ирттерес енĕпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн "Юратупа шанчăклăхшăн" медальне, район администрацийĕн саламлă дипломне, çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕн палли пулса тăнă шурă чечек (салтак тÿми) парса çирĕплетрĕç. Илья Кузьмичпа Елена Федоровнăшăн, Анатолий Васильевичпа Надежда Филипповнăшăн ачисем, мăнукĕсем саламлани кăмăлĕсене çемçетсе ячĕ, чĕрисене савăнăç шевли çупăрларĕ. Савăнăçлă мероприяти хуçисем районти çемьеллĕ пурнăçăн хисеплĕ юбилярĕсен районти кĕнеки çине алă пусрĕç. Чăрăшкассинчи Ирина Ефимовăна пиллĕкмĕш, Ушанарти Наталья Степановăна виççĕмĕш ача çуратнăшăн республикăн çемье (амăшĕн) капиталне илме сертификатсем пачĕç. Александр Макаров, Оксана Михайлова тата Ольга Микушина юрăçсем Илья Кузьмичпа Елена Федоровна Сурановсене, Анатолий Васильевичпа Надежда Филипповна Никоноровсене, Ирина Ефимовăпа Наталья Степановăна илемлĕ юрăсем парнелерĕç.
В.АЧЧА.