АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăр ентеше асăнса

11 июля 2014 г.

Утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче Федерацин хăрушсăрлăх службин подполковникĕ, Паттăрлăх орденĕн кавалерĕ, 2010 çулхи çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче Дагестан Республикинче çар тивĕçне пурнăçласа пуçне хунă Р.Желудкин 37 çул тултаратчĕ. Çак кун Канашри 10-мĕш вăтам шкулти пограничниксен çамрăк тусĕсен отрячĕ Руслан Николаевич çуралса ÿснĕ Ачча ялне килчĕ, вĕсемпе пĕрле - шкул директорĕ Н.Захаров, отряд ертÿçи Н.Кокорев, унăн мăшăрĕ Л.Кокорева. Çамрăк пограничниксене паттăрăн ашшĕ Николай Васильевич тата амăшĕ Александра Константиновна кĕтсе илчĕç. Малтан вĕсем ял библиотекинче пулчĕç. Унта Р.Желудкин çинчен ÿкернĕ "Татăлнă ĕмĕт" фильм пăхрĕç, "Ĕмĕрĕпех дозорта" стендпа паллашрĕç. Руслан Николаевича асăнса лартнă палăк патĕнче пĕр минут шăп тăчĕç, хĕрлĕ гвоздикăсем хучĕç. Çамрăк пограничниксем чыс парса парадри пек иртрĕç. Ачасем Р.Желудкин вĕрен-нĕ шкулта, вил тăприйĕ çинче пулчĕç, Катекри Р.Н.Желудкин ячĕллĕ пулă хуçалăхне кĕрсе тухрĕç.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика