АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йăхташсен уявне хутшăннă

11 июля 2014 г.

Йăхташсен уявне хутшăннă

Чăвашсен авалтан пыракан уявĕсенчен пĕри - Акатуй. Çав вăхăтрах Тутарстанпа Самар облаçĕнчи йăхташсем çурхи уй-хир ĕçĕсене вĕçлесен паллă тăвакан пысăк праçник Уяв ятпа çÿрет. Вăл ытларах анатри чăвашсем, уйрăмах Хусан уесĕнчен куçса килнĕ чăвашсем тĕпленнĕ вырăнсенче иртнĕ. Тутар Республикинчи Нурлат хулинче Пĕтĕм Раççейри чăвашсен саккăрмĕш Уявĕ иртнĕ. Унта çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 100 яхăн фольклор ушкăнĕ хутшăннă. Вĕсен йышĕнче пирĕн районти ял тăрăхĕсен тĕп Культура çурчĕ çумĕнчи "Ентешсем" ансамбль тата Ачча ял тăрăхĕн "Шевле" фольклор коллективĕ пулнă. Уява Чăваш Енĕн, Мускавпа Питĕр хулисен, Пермь крайĕн, Пушкăрт Республикин, Самар облаçĕн тата ытти регионсен официаллă çыннисем килнĕ. Савăнăçлă пай пуçланас умĕн хăнасене Нурлатри музейсене, куравсене илсе кайнă. Çавăн пекех вĕсене "Чăваш кил-картишĕ", "Истори ахрăмĕ", "Ача-пăча карти", "Ача яшки", "Пултарулăх кĕтесĕ" картишсем кăтартнă. Тĕрлĕ вăйă, культура мероприятийĕсем, спорт вăййисем, куравсем, "Чăваш пики-2014" конкурс ирттернĕ. "Ентешсем" Тăван çĕршыв çинчен хывнă икĕ юрă чăвашла тата тутарла юрланă, "Шевле" чăваш халăхĕн анлă сарăлнă юррисене пĕлештерсе йĕркеленĕ хайлава шăрантарнă. Икĕ коллектива та Уяв дипломĕпе наградăланă.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика